Инвестици аталанма пулăшать

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ВНИИР» АУОра пулчĕ, 1 млрд ытла тенкĕлĕх тавар туса кăларакан тата ăна ăнăçлă вырнаçтаракан предприятисен ертÿлĕхĕпе «çавра сĕтел» ирттерчĕ.

«Пĕтĕм Раççейри релестроенин сăнавсем ирттерекен наука-тĕпчев, проект-конструктор тата технологи институчĕ» АУОсăр пуçне «Элара», «Экра», ытти предприяти те электротехника туса кăларать. Вĕсем инвестици хывса çулсерен аталанаççĕ, пысăк тупăш илсе республика бюджетне пуянлатма пулăшаççĕ. Иртнĕ çула мĕнле вĕçленĕ, кăçалхи тĕллевсем еплерех, йывăрлăхсене парăнтарма майсем çителĕклĕ-и? Çак тата ытти ыйту тавра йĕркеленчĕ калаçу.

Михаил Васильевич «ВНИИР» общество хăвăрт аталаннине, ăна 10 е 20 çул каяллахипе танлаштарма май çуккине палăртрĕ. Модернизацие кăçал та анлă çул памалла. Ĕç укçи пур сферăра та экономикăн вăтам шайĕнчи кăтартăва çитмелле. «Малтанлăха пĕтĕмлетнĕ тăрăх - республикăри вăтам шалу пĕлтĕр 17 пин те 300 тенкĕпе танлашнă, - пĕлтерчĕ республика Пуçлăхĕ. - Кăçал вăл 19200 тенке çитмелле. Чи малтан макроэкономикăна вăйлатмалла. Ун хыççăн вăтам тата вак бизнес та çĕкленĕ».

Пирĕн нефть, çут çанталăк газĕ çук, анчах эпир тăрăшуллă ĕç вăйĕпе пуян. Тавара паха хатĕрленĕрен предприятисене саккассем килсех тăраççĕ. Çавăнпа усă курмалла та.

«ВНИИР» АУО «АБС Электро» холдинг тытăмне кĕрет. Çĕнĕ çул умĕн «АБСолютная энергия» хаçатра унăн президенчĕ Ненад Попович: «Пирĕн компани утăм та пулин вăхăтран маларах пыма тăрăшать, энергие перекетлеме, промышленноçа хăрушсăрлăх нормисемпе тивĕçтерме инновациллĕ çивĕч йышăнусем сĕнет», - тенĕ. Рынок саманинче, конкуренци кунран-кун çивĕчленнĕ вăхăтра - урăхла ĕçлеме май çук.

ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков республикăн 2012 çулхи экономика кăтартăвне Раççей шайĕнче лайăх хак панине палăртрĕ. Эпир малти 10 вырăнтан пĕрне йышăнатпăр. Мускав хулипе облаçĕн, Тутарстанăн, Калуга облаçĕн тата хăш-пĕр регионăн инвестици хывас калăпăшĕ те самаях пысăк. Вĕсене пĕрремĕш ушкăна кĕртнĕ. Чăваш Ен - иккĕмĕшĕнче. «Ку кăтартăва аван тесе шухăшлатăп», - палăртрĕ Алексей Петрович.

«ВНИИР» обществăн генеральнăй директорĕ Владимир Дубинин коллективăн малашлăхĕ пирки каласа кăтартрĕ. Предприяти республикăра чи малта пыракан наука-производство предприятийĕ пулса тăнă. Электроэнергетика отраслĕ валли тĕрлĕ тĕпчеврен тытăнса хатĕр продукци туса кăларичченхи тапхăрта нумай ĕç пурнăçлать, тĕнче шайне çитерес тĕллевпе технологие çĕнетсех пырать. АУО энергие перекетлес, тухăçлăхне ÿстерес тĕлĕшпе патшалăх программисене хутшăнать. Продукцийĕ тĕнче стандартне тивĕçтерет. Реле оборудованийĕ туса кăларас тата тупăшлă вырнаçтарас енĕпе пуян опыт пухнă.

Коллективăн 80% - аслă пĕлÿллĕ, вăтам ÿсĕм 40 çул. Çамрăксем хăйсен пултарулăхне çĕнĕ проектсенче тĕрĕслеççĕ.

Михаил Игнатьев сĕннипе «Элара» АУО гендиректорĕ Андрей Углов, «Экра» ООО гендиректорĕ Владимир Фурашов, «Химпром» АУО управляющи директорĕ - «Ренова-Оргсинтез» АХО гендиректорĕн çумĕ Елена Колесникова, ыттисем малашлăх плансемпе паллаштарчĕç.

Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Никина управлени çумĕнче общество канашне çĕнĕрен йĕркелесси çинче чарăнса тăчĕ.

Ĕçлĕ тĕл пулура общество канашĕ йĕркеленчĕ.

Юлашкинчен республика Пуçлăхĕ ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн производствăра уйрăмах палăрнисене патшалăх наградисемпе чысларĕ.

 Валентин ГРИГОРЬЕВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
30 января 2013
09:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter