Бюджетçăсен шалăвне тапхăрăн ÿстерĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăрлачăн 28-мĕшĕнче РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Ĕç тÿлевĕн тытăмне çĕнетсе улăштарасси» 597-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн социаллă сферăра ĕçлекенсен шалăвне ÿстермелли индикаторсене пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусемпе канашлу ирттерчĕ.

 ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков пĕлтернĕ тăрăх - бюджет çыннисен ĕç укçине тапхăрăн, кварталсен пуçламăшĕнче - 2013 çулхи кăрлач, ака, утă, юпа уйăхĕсен 1-мĕшĕсенче - пысăклатни вырăнлăрах. Кăçал çак тĕллевпе 1085,5 млн тенкĕ палăртса хăварнă. «Шалăва тапхăрăн ÿстермелли программа тăрăх культурăра тăрăшакансен индикативĕ, тĕслĕхрен, РФ Культура министерствин çырăвĕ тăрăх çĕр-шывра 53% пулмалла, пирĕн республикăра асăннă кăтартăва 65% танлаштарнă. Урăхла каласан - çÿлерех асăннă сумма çумне тата 188,7 млн тенкĕ хушăнмалла», - терĕ Михаил Ноздряков.

ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова çакна çирĕплетрĕ: медицинăн, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерессин, вĕренĕвĕн, ăслăлăхăн тата культурăн эффективлăхне çĕклес тĕллевпе социаллă тытăмри улшăнусен «çул-йĕр карттине» хатĕрлеççĕ. Субъектăн РФ Сывлăх сыхлавĕн тата Финанс министерствисемпе килĕшсе тунă çакнашкал документ пур тăк бюджет çыннисен шалăвне пысăклатмашкăн каякан хушма тăкаксен пĕр пайне саплаштарма федераци бюджетĕнчен дотаци шучĕпе финанс пулăшăвне тивĕçме субъектсен ĕç тăвакан органĕсемпе Килĕшÿ çирĕплетеççĕ. Сăмах май, çав карттăна нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствине çитерме Чăваш Ен сиплевçисем йĕркеленĕ ĕнтĕ. Пирĕн хутлăхра врачсемпе медицинăн вăтам сыпăкри персоналĕн ĕç укçине индексацилеме май тупнă. Халĕ вара кĕçĕн персоналăн, социаллă ĕçченсен, социаллă профильлĕ тухтăрсен - психиатрипе, фтизиатрире тата васкавлă пулăшура тăрăшакансен - шалăвне хăпартмалла: пĕрремĕшĕсем валли - 60 млн, иккĕмĕшĕсемшĕн 131 млн тенкĕ кирлĕ пулать.

Чи пысăк сумма ыйтаканни - вĕренÿ тытăмĕ, 990 млн тенкĕ. ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова палăртнă тăрăх - «Вĕренÿ çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн 2013 çулта профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕн учрежденийĕсен производство маçтăрĕсен, хушма вĕренÿ паракансен тата аслă шкулсен /культура тата вĕренÿ институчĕсен/ ăслăлăх сотрудникĕсен шалăвне ÿстермелле.

ЧР Культура тата Спорт министерствисене пăхăнакан вĕренÿ заведенийĕсен ĕçченĕсене те педагогсеннипе пĕрешкел коэффициентпа тата критерипе индексацилесе тÿлĕç. Спорт тытăмĕнчисен тупăшне пысăклатма кăна 63 млн тенкĕ тăкаклама тивет.

«Пирĕн социаллă тытăмри ĕçченсен мĕн пур категорине шута илмелле. Бюджет çыннисенчен пĕрин ирĕкне те хĕсмелле мар», - терĕ Михаил Игнатьев канашлăва пĕтĕмлетнĕ май.

 Валентина ИЛЬИНА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
30 января 2013
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter