Тăвай районĕ: золотая свадьба четы Федоровых

Ҫĕнĕ Тĕмерти культура работникĕсем 1962 - 1992–мĕш çулсенче вулав çуртĕнче   ĕçленĕ Федорова Лидия Германовнӑна 75 ҫулхи юбилей  тата мӑшӑрĕпе Владимир Кирилловичпа пĕрле шӑкӑл- шӑкӑл пурӑнма пуҫлани 50 ҫул ҫитнĕ ятпа саламланӑ.Шухӑша путатӑн та тĕлĕнетĕн: пач ют çынпа тĕл пулса пĕр-пĕрне килĕштерме, юратма пуçлатӑн, çемье çавӑратaн, ача-пӑча ÿстеретĕн, унтан вара хакли çук та тĕнчере – çапла çав пурнӑç йeрки.Çур ĕмĕр  пĕрле пурӑнакан упӑшкипе арӑмĕ ыр сӑмаха тивĕçех пулĕ тесе шутлатӑп. Çемье çавӑрса, ачасене ÿстерсе тĕрĕс-тĕкел пĕрле пурӑнма çӑмӑлах мар. Йĕркеллĕ пурӑнас тесен кирлĕ вӑхӑтра сӑмах чĕнес çуккине е чĕнмеллине те пĕлмелле, ӑнланмалла, каçармалла... Малтанах ку пĕр-пĕрне хисепленинчен пуçланать пулĕ. Çакӑнтан чӑтӑмлӑх, тÿсĕмлĕх çуралать те.
Паллах, пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса, ӑнланса, упраса пурӑнсан – 50  çул та сисĕнмесeрех иртсе каять.    Лидия Германовна чылай ҫул библиотекӑра тӑрӑшнӑ. Вăл кĕнеке илме, хаçат-журнал вулама пыракансемпе питĕ кăмăллă калаçнă. Вӑл ĕçленĕ вӑхӑтра ялти библиотека пĕрре кӑна мар «Республикӑри чи лайӑх библиотека» ята тивĕҫ пулнӑ.   Владимир Кириллович ĕне фермин заведующийĕнче, 47 ҫул хушши механизаторта ĕçленĕ. Халĕ те кĕркунне-ҫуркунне ял халӑхне паҫмисене суха туса парса пулӑшать.   Лидия Германовнӑпа Владимир Кириллович 5 ачана кун ҫути парнеленĕ. Хальхи вӑхӑтра мӑнукĕсемпе, 5 кĕҫĕн мӑнукĕпе савӑнса пурӑнаҫҫĕ.



31 января 2013
13:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter