Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи Полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич республика ертӳлĕхĕ Туçи ялĕнче инкеке сирсе ярассипе оперативлă ĕçленине пысăк хак панă

Кăрлачăн 30-мĕшĕнче Чăваш Ене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи Полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич килсе çитнĕ. Шупашкар аэропортĕнче ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Раççей Хăрушсăрлăх службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Софронов, ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов, официаллă ытти çынсем кĕтсе илнĕ. Пĕр куна тăсăлнă визит вăхăтĕнче Михаил Бабич Михаил Игнатьевпа Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнче инкек тӳснĕ çуртри çынсемпе тĕл пулнă, республикăн 2013-2015 çулсенчи бюджетне шайлаштарас ыйтупа канашлу ирттернĕ. Унта çавăн пекех Чăваш Енре пурăнмалли çурт-йĕр строительствине аталантарассине те хускатнă. Полномочиллĕ представитель тĕп хулари электромеханика колледжĕн вĕренӳ центрне çитсе курнă, республикăри професси тĕлĕшĕнчен вăтам пĕлÿ паракан вĕренӳ заведенийĕсен ертӳçисемпе тĕл пулнă. Бюджет тытăмĕн ĕçченĕсен шалăвне ăстересси, эконом-класс çурт-йĕрне тăвасси, професси вĕрентĕвĕн аталанăвĕ - çак тата ытти ыйтăва сÿтсе явнă полпред хутшăннипе йĕркеленĕ канашлусенче. Михаил Бабич тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев малтан Çĕрпӳ районĕнчи Туçи ялĕн çыннисемпе, йăлари газ сирпĕннĕрен шар курнăскерсемпе, курнăçнă. Тĕл пулăва виççĕн - Елена Михайлова, Татьяна Кузина тата Геннадий Арсентьев килнĕ. Вĕсем хăйсем тата хĕл варринче кил-çуртсăр тăрса юлнă ытти гражданин халĕ мĕнле пурăннине каласа кăтартнă. "Специалистсем палăртнă тăрăх - пирĕн çуртра питĕ хăрушă пушар пуçланма пултарнă. Телее, аварипе çăлав службисем питĕ хăвăрт килчĕç, тăрăшса ĕçлерĕç", - тенĕ Татьяна Кузина. Вăл взрыв пулнă подъездра мар, юнашарринче пурăннă. Çăлавçăсем ирĕк парсан сĕтел-пуканне илсе тухнă, икĕ ачипе вăхăтлăха хăйĕн ашшĕ-амăшĕ патĕнче тĕпленнĕ. Сăнав поселокĕнчи çĕнĕ çурта куçма ирĕк парсан хаваспах килĕшнĕ. "Хваттер пирĕншĕн - чи пысăк пулăшу, унсăрăн эпир пурте урамра тăрса юлаттăмăр", - чунне уçрĕ Т.Кузина, Çĕрпӳри лавккара сутуçăра ĕçлекенскер. Елена Михайлова вара Çĕрпӳ райповĕн Çĕньялти лавккинче тăрăшать. Пурлăхне страхланăран ăна "Поддержка" компани 250 пин тенкĕ укçа тӳленĕ, райпо 50 пин тенкĕлĕх пулăшу кӳнĕ. Взрыва пула хваттерĕ хытах сиенленнĕрен çемьене республикăри тата районти хĕрарăмсен канашĕсем, Раççей Хĕрлĕ Хĕресĕн Чăваш уйрăмĕ, Çĕнĕ Шупашкарти стоматологи поликлиники гуманитари пулăшăвĕ панă. Михайловсем хальлĕхе тăванĕсем патĕнче. "Республика ертӳлĕхне, Çĕрпӳ район администрацине, хамăра пулăшнă çынсемпе организацисене пурне те пире йывăр вăхăтра пăрахманшăн чĕререн тав тăватпăр", - хумханса пĕлтернĕ Елена Геннадьевна. Михаил Бабич республика ертӳлĕхĕ инкекĕн малтанхи минучĕсенчех оперативлă ĕçленине, кирлĕ йышăнусем тунине, çакна пулах авари сиенне пĕчĕклетме май килнине палăртнă. Михаил Игнатьев арканнă çурт вырăнне çĕннине хăпартнине аса илтернĕ, унăн эскиз проекчĕпе паллаштарнă. Сăнав поселокĕнче пушă 3 хваттер пуррине пĕлтернĕ: "Камăн унта куçас килет - тархасшăн. Шупашкарта та вырăн пур. Поселокра е хулара пурăнас текенсем паянах ыйту çырма пултараççĕ. - Ан пăшăрханăр: эпир хамăр мĕн шантарнине 100 проценчĕпех пурнăçлăпăр. Малашне те хальхи пекех чăтăмлă пулăр." Унтан Михаил Бабич Правительство çуртĕнчех республика бюджечĕн шайлашулăхĕн, пурăнмалли çурт-йĕр строительствин аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе канашлу ирттернĕ. Çакăн хыççăн журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă. Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене бюджет тытăмĕн ĕçченĕсен шалу виçи мĕншĕн тĕрлĕ регионта тĕрлĕрен пулни, çакă мĕнпе çыхăнни, эконом-класс çурт-йĕрне тăвас ĕç ăçта лайăхрах пыни тата ытти самант кăсăклантарнă.( Ирина Клементьева).

 



31 января 2013
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter