Валентина Элпи çуралнăранпа 100 çул çитрĕ

Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă çыравçă Валентина Элпи çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Çак кунсенче вăл салам сăмахĕсем йышăнать. Юбиляра чи малтан ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов, Мус­кав район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Петров, Пенси фончĕн ĕçченĕсем саламланă.

Вадим Ефимов Валентина Андреевнăна Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятарлă саламне панă.

Аса илтерерS Валентина Андреевна Элпи /Андреева/ Тăвай районĕнчи Кивĕ Пуянкассинче çуралса ÿснĕ. Чылай вăхăт «Канаш» хаçатра, Чăваш радиора ĕçленĕ. Литературăпа 1946 çулта кăсăкланма пуçланă. Пĕрремĕш произведенийĕсем пирĕн хаçатра пичетленнĕ. Малтанхи кĕнеки - «Куçса çÿрекен çурт» - 1956 çулта кун çути курнă. Унтанпа 20 ытла кĕнеке кăларнă. Халăх юратса вулаканнисемS «Чĕнтĕрлĕ кĕпер», «Эпĕ халь телейлĕ», «Аппапа пĕрле», «Тăрăр вăйă картине», «Пепке çуралсан» тата ытти те.

Çыравçăн чылай произведенийĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине те тухнă. Кăçал унăн ĕçĕсем тăрăх Чăваш патшалăх пукане театрĕ ачасем валли спектакль хатĕрлет. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ.

«Хыпар» ĕçченĕсем халăх килĕштерекен писателе 100 çулхи юбилейпе ăшшăн саламлаççĕ, вăрăм кун-çул сунаççĕ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
31 января 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter