Уява - ял-йышпа

Ĕлĕк чылай уява халăхпа пĕрле паллă тунă. Çулсем иртнĕçемĕн асаттесемпе асаннесенчен, кукаçисемпе кукамайсенчен юлнă йăла-йĕрке манăçа тухать. Халĕ ытларах чухне ял уявĕнче, Çăварнире, Çимĕкре, Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче кăна йышпа савăнаççĕ. Вĕсене те пулин пур тăрăхра тĕплĕн ирттермеççĕ. Авалхине пĕлекен ватăсем пирĕнтен уйрăлаççĕ, çамрăксенчен чылайăшĕ килтен тухсан çуралнă вырăнта тĕпленмест, çавăнпах ялсем те пушанаççĕ. Çапах çакă уявсем ирттермелле маррине пĕлтермест-çке. Шупашкар районĕнчи Хураçырма Ишек ял тăрăхне кĕрет. Ялти 70 ытла хуçалăхра кăна алăксем хĕлĕн-çăвĕн уçă. Малтан унта клуб та пулнă. Анатолий Александров ертÿçĕ тăрăшнипе тĕрлĕ мероприяти тăтăшах йĕркеленĕ. Культура тытăмĕнче çирĕм ытла çул тар тăкнăскер ватти-вĕттипе ар-хĕр валли Çĕнĕ çул уявне кашнинчех йĕркеленĕ. Анчах Анатолий Николаевич çичĕ çул каялла клуб ертÿçинчен тухнă. Аслă Çĕнтерÿ 60 çул çитнине паллă тунă кун Хураçырмасем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене, çĕнтерÿпе таврăннисене тав туса палăк лартнă, карта тытнă. 168 ят хушшинче Чечня вăрçинче пуç хунă çамрăк та вырăн тупнă. Ырă çак ĕçе Анатолий Александров пуçарнипе ял-йыш укçа пухса пурнăçланă. Йыш пур чухне хаваслăрах-çке. Анатолий Çĕнĕ çула та ял халăхĕпе пĕрле паллă тума палăртнă. Аппăшĕн ывăлĕпе Сергейпа пысăк чăрăш касса килсе пÿрт умĕнчи пысăк лаптăка вырнаçтарнă. Сип-симĕсскере хитрелетмешкĕн теттесем хатĕрлеме çемье пуçĕ тĕпренчĕкĕсене Ольăпа Кольăна хушнă. Анатолий Николаевич каланине ачасем ялти ытти шăпăрланпа пĕрле хаваспах пурнăçланă. Кашни çемье Çĕнĕ çула килте кĕтсе илнĕ хыççăн ăлка тавра пуçтарăнма пуçланă. Эх, янăранă вара хаваслă кулă каçхи тÿпе айĕнче. Чи малтанах алла-аллăн тытăнса карталаннă, Çĕнĕ çул хăни тавра çаврăннă. Анатолий купăс каласа юрлаттарнă, ташлаттарнă, тĕрлĕ вăйă выляттарнă. Симĕс «пике» çывăхĕнче уяв кĕрекине те вырнаçтарнă, вăл апат-çимĕçрен тулли пулнă. Çĕнĕ çул уявĕ Хĕл Мучипе Юр пикесĕр епле ирттĕр-ха? Шур сухаллăскерпе мăнукĕ те Хураçырмасене саламлама çитнĕ. Çав самантра салют сирпĕтнĕ. Сăмах май, пĕр çулхине Юр пикен кивелнĕ çи-пуçне çĕннипе, Анатолий Николаевичăн мăшăрĕн Лилия Геннадьевнăн туй кĕпинчен хатĕрленĕскерпе, улăштарнă. Хураçырма çыннисем çак йĕркене халĕ те тытаççĕ. 6-7 çул ĕнтĕ Çĕнĕ çула пĕтĕм ял-йышпа пĕр çемьери пек паллă тăваççĕ. Ку кăна та мар. Укçа-тенкĕ пухса вăйă çĕнтерÿçисене хавхалантарма парнесем, пиротехника, ĕçмелли-çимелли туянаççĕ. Чăнах та: «Нумай та пĕтет, сахал та çитет. Пĕр çемьери пек пурăннине мĕн çитет?» - тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Çакна Хураçырмасем асра тытаççĕ.(Елена Трофимова)



09 января 2013
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter