Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ пенсионерсем, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсем!

 Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе ӑшшӑн тата пӗтӗм чунтан саламланине йышӑнсамӑр!

Аслӑ ӑру хастарлӑхӗпе яваплӑхӗ, тӑван ҫӗре пӗтӗм чунтан юратни ҫӗр-шывӑ­мӑрӑн экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ аталанӑвӗн никӗсне хывса хӑварнӑ. Патшалӑх тӗллевӗ – ветерансене тӗрлӗ енлӗ пулӑшупа май пур таран тивӗҫтересси.

Чӑваш Енре 270 пин ытла ватӑ ҫын пурӑнать тата вӗсенчен 80 ытла про­ценчӗ федераци е республика бюджечӗсен укҫи-тенки шучӗпе паракан со­циаллӑ пулӑшу илсе тӑрать.

2011 ҫулта «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» хисеплӗ ят туса хурасси ҫинчен йышӑну ҫирӗплетнӗ, унпа килӗшӳллӗн ӗҫ стажӗ арҫынсен 45 ҫултан, хӗрарӑмсен 40 ҫултан кая мар пулсан,  вӗсене  ветеран ятне параҫҫӗ. Юлашки икӗ ҫулта ҫак хисеп­лӗ ята 21 пин ытла ҫын тивӗҫнӗ, вӗсем уйӑхсерен 1082 тенкӗпе танлашакан социал­лӑ пулӑшу илсе тӑмалли тата ҫыхӑну енӗпе паракан пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлеме каякан укҫа-тенкӗн 50 процентне саплаштармалли правӑпа усӑ кураҫҫӗ.

2010 ҫултан пуҫласа Чӑваш Республикинчи Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин 5396 ве­теранӗ хӑйсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ. Ҫак ӗҫ валли 5 миллиард ытла укҫа-тенкӗ кайнӑ.      

Ватӑ ҫынсене паракан социаллӑ пулӑшӑвӑн пахалӑхне тата унпа пур­те усӑ курма пултармалли майсене лайӑхлатас, халӑхӑн социаллӑ ый­тӑ­вӗсене тивӗҫ­тере­кен учрежденисен пурлӑхпа техника никӗсне ҫи­рӗп­летес, вӗсене хӑтлӑрах тӑвас тата хальхи йышши оборудованипе пуянлатас енӗпе тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑннӑ.

Аслӑ ӑрӑва сӑнарлакан ӗҫченлӗх, иксӗлми ырӑ шанӑҫ, пысӑк шайри куль­ту­рӑпа кӑмӑл-сипет паянхи ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Ятлӑ-сумлӑ мӗн пур ветерана хастар кӑмӑлпа ырлӑх-сывлӑх тата вӑрӑм ӗмӗр сунатӑп! Хӑвӑра чунтан юратакан тата пулӑшса пыракан ҫывӑх ҫыннӑрсем яланах сирӗн ҫумӑрта пулччӑр.

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                              М.Игнатьев

 



01 октября 2013
09:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter