Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ Шупашкарăн нумай çул пурăнаканне 95 çул тултарнă ятпа саламланă

  Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ ячĕпе Шупашкарта пурăнакан Тăваш çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕнчен тăлăха юлнă мăшăрне, тыл ĕçченне  Клавдия Степановна Шишликовăна 95 çул тултарнă ятпа саламланă. Республика Пуçлăхĕ юбиляра вăрçă вăхăтĕнче тата вăрçă хыççăн та  ырми-канми тăрăшса ĕçленĕшĕн ырлăх-сывлăх, çирĕп вăй-хал суннă. Михаил Игнатьев аслă ăрури çыннăмăра Раççей Федераци Президенчĕн Владимир Путинăн ырă саламне парса чысланă. Клавдия Степановна Шишликова Пăрачкав районĕнче çуралса ӳснĕ, 1943 çултанпа Шупашкар хулинче пурăнать. Пăрачкав районĕнче пуçламĕш класри ачасене вĕрентнĕ. «АККОНД» ОАО бухгалтер пулса ĕçленĕ.  Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи 1941-1945 çулсенче ырми-канми вăй хурса ĕçленĕшĕн медале тивĕçнĕ. Ĕç ветеранĕ ята та илнĕ. Вăл икĕ ачана пăхса çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Унăн виçĕ мăнукĕ тата виçĕ мăнукĕн мăнукĕсем çитĕнеççĕ. Çакăн пек нумай çул сумлă ветерана пиллени, вăл сывă пурнăç йĕркине тата ырми-канми ĕçленипе çыхăннă, -  тесе çирĕплетеççĕ тăванĕсем. Тĕплĕнрех



01 октября 2013
11:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter