Тăвай районĕ: райадминистрацин анлă ларăвĕнче

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Унта район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсен, федерацин тата республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен районти уйрăмĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем те хутшăннă.

Владимир Алексеевич çак эрнери пĕлтерĕшлĕ мероприятисем çинче чарăнса тăнă. Паянпа ыран ялсенче Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунне уявлассине йĕркелесе ирттермелле.

Октябрĕн 4-мĕшĕнче ялсене санитарипе экологи тĕлĕшĕнчен таса тытмалли тата тирпей-илем кĕртмелли виçĕ уйăхлăх шучĕпе ял тăрăхĕсен территорийĕсенче тата район центрĕнче Йывăç кунĕ пулать.

Октябрĕн 1-мĕшĕнчен хутмалли сезон пуçланать. Ăшăпа тивĕçтерес ыйтăва район администрацийĕн пуçлăхĕ хăйĕн тимлĕхне илнĕ. Строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче нумай хваттерлĕ çуртсенчи хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтмалла тăвасси çине куçарас ĕçсене вĕçлемелле.

Октябрĕн 5-мĕшĕнче – Учитель кунĕ. Вĕрентекенсен професси уявне çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттермелле.

Ларура сÿтсе явнă тĕп ыйтуран пĕри – çĕр улми пухса кĕртесси. Вăрахранпа пыракан çумăрсем çак ĕçе чăрмав кÿчĕç. “Иккĕмĕш çăкăра” 136 га (45 процент) çинчен кăна пухса кĕртнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсен çанталăкăн кашни меллĕ сехечĕпе усă курма, продукцие çухатусăр пухса кĕртме тăрăшмалла.

Финанс пайĕн начальникĕ А.Сергеев 2013 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен муниципаллă учрежденисенче ĕçлекенсен ĕç укçийĕ 5,5 процент ÿсесси, ку тĕлĕшпе район бюджетне тивĕçлĕ улшăнусем кĕртни çинчен пĕлтернĕ.

ЗАГС пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ В.Новикова демографи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Йăнтăрчă, Чутей, Тушкил ял тăрăхĕсенче ача çураласси ÿснĕ, асăннă тата Мучарпа Тăрмăш ял тăрăхĕсенче çын вилесси чакнă.

Иртнĕ эрнери оперативлă информацисемпе полицин районти уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин, пушар надзор ĕçĕсен аслă инспекторĕ А.Фролов, районти больницăн тĕп врачĕн çумĕ Т.Игнатьева, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин начальникĕ А.Шакин паллаштарнă.

Ларура район пурнăçĕн ытти ыйтăвĕсене те сÿтсе явнă.

О.ЛОМОНОСОВ.



01 октября 2013
15:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter