Михаил Игнатьева тĕнчипех паллă, хисепе тивĕçнĕ шахмат вăййисен чемпионĕ Анатолий Карпов тав тунă

 Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, шахмат вăййисен темиçе хут та пулнă тĕнче чемпионĕ Анатолий Карпов Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Пĕтĕм Раççейĕпех иртнĕ «Симĕс Раççей» акцие йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн тав тунă. «Эпĕ чăннипех те Сире хаклатăп, пысăк профессионализмлă, яваплă, энтузиазмлă çынсем Сирĕн регионта пулнишĕн, Раççей çыннисемпе пĕрле экологи культурипе çут-çанталăка упрама витĕм кӳнишĕн. Сире, çав шутрах Сирĕн регионта пурăнакансене малашнехи ĕçĕрсенче ăнăçусем, харпăр хăй вăйне яланах шанма сĕнетĕп», - тесе çырнă çырура Анатолий Карпов. «Симĕс Раççей» пĕтĕм тĕнчери акци çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче иртнĕ. Унта пурĕ 1 млн çын çĕр-шыври 72 регионтан хутшăнма кăмăл тунă. Чăваш Енрен экологи енĕпе иртнĕ мероприятире тĕрлĕ обществăлла организацисемпе предприятисенчен, органицацисенчен, студентсем, мĕн-пур çамрăк тăван тавралăх илемĕшĕн хăйсен тӳпине хывнă.



01 октября 2013
10:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter