Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçчешсене саламланă

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Адиминистрацийĕн Ертӳçи - Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Александр Иванов Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунне халалласа ирттернĕ пулăма хутшăннă. Уяв мероприятине пенсионерсене, ĕç ветеранĕсене йыхравланă пулнă. Вĕсен шутĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕнче малтанласа ĕçлесе, тивĕçлĕ канăва тухнă ĕçчешсем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн сумлă ветеранĕсем пухăннă.  Александр Иванов ветерансене  пĕтĕм кăмăлтан çирĕп сывлăх, чун канăçлăхĕпе вăрăм ĕмĕр, пурнăçа савма, çывăх çыннăрсен чун ăшшипе юратăвне туллин туйма суннă. Ветерансем хăйсем çамрăк пулнă вăхăтсене аса илнĕ, пурнăçăн тапписене пĕр-пĕринпе калаçса кăмăлĕсене тултарнă. Хăй вăхăтĕнче 1974-1988 çулсенче Чăваш обкомĕн Пĕрремĕш секретарĕ пулса ĕçленĕ, Илья Павлович Прокопьев республика Правительствине хăйсем патне çакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнишĕн чĕререн тав сăмахĕ каланă. Хальхи çамрăк ăрăва аслă ăрăвăн йăли-йĕркине пăхăнса малалла тăсса пыма сĕнсе хăварнă. Тĕплĕнрех

 



01 октября 2013
17:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter