Халăха синкертен хÿтĕлеççĕ
Çак кунсенче Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕнче граждан оборонине йĕркеленĕренпе 81 çул çитнине уявларĕç. Ку тытăмра ĕçлекенсене тата ветерансене паллă пулăм ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та саламларĕ.
Тĕрĕссипе, граждан оборонин /ГО/ кунне юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнчех паллă тăваççĕ-ха, ун чухне республика территорийĕнче пĕтĕм Раççейри тренировка иртнĕрен çăлавçăсен уяв шухăшĕ пулман. Савăнăçлă мероприяти кĕске метражлă фильм кăтартнипе пуçланчĕ. Вăл çĕр-шыври ГО тытăмĕн историйĕпе тата аталанăвĕпе паллаштарать. Граждан оборонине 1932 çулта, сывлăш оборонин вăйĕсене йĕркелесен, туса хунă. Пĕрремĕш тĕнче вăрçин опычĕ тыла та хÿтĕлемеллине лайăх кăтартса панă. Вăхăт иртнĕçемĕн ГО çарĕсене туса хунă, вĕсем 1991 çултанпа МЧС тытăмне кĕреççĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор пухăннисене професси уявĕпе саламларĕ, паянхи ГО тытăмĕнче вăй хуракансем халăха вăрçă вăхăтĕнчи хăрушлăхсенчен çеç мар, техногенлă тата çут çанталăк синкерĕсенчен те хÿтĕленине палăртрĕ. «Граждан оборонин специалисчĕсем çынсене кирек мĕнле лару-тăрура та пулăшма хатĕр», - терĕ Станислав Антонов.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăха чрезвычайлă лару-тăруран сыхласси патшалăх влаçĕн органĕсен чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. «Эпир инкеке лекнĕ çынсене нихăçан та хăйсене çеç хăвармастпăр, май килнĕ таран пулăшатпăр», - терĕ. МЧС ĕçченĕсем синкер е пăтăрмах сиксе тухсан çынсене çăлас тесе яланах тĕрĕс йышăну тунине палăртрĕ. Михаил Васильевич 2010 çулта çанталăк шăрăх тăнăран вăрман пушарĕсем алхаснине, çав вăхăтра çăлавçăсен тăрăшулăхне пула этем шар курнă е вилнĕ тĕслĕх пулманнине аса илтерчĕ. Вĕсем кăçал Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнче 18 хваттерлĕ çуртра йăлари газ сирпĕнсен те оперативлă ĕçленине каларĕ. Кун пекки татах та нумай пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне пысăк ăсталăх кăтартнăшăн икĕ пушарнăя тата кризис лару-тăрăвĕн управленийĕн центрĕн оперативлă дежурнăйне Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Чăваш Енри МЧС ĕçченĕсем çавăн пекех ытти региона та шар курнисене пулăшмашкăн каяççĕ. Сăмахран, пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн 8 инспекторĕ Инçет Хĕвел тухăçĕнчен нумаях пулмасть çеç таврăннă, вĕсем унта территорие шыв илнĕрен нушаланакан çынсене пĕр уйăх çурă пулăшнă: хăрушсăр вырăна илсе тухнă, килĕсенчех юлнисене апат-çимĕçпе, тумтирпе, эмел таврашĕпе тивĕçтернĕ... Синкерлĕ лару-тăрăва лекнисене çăлас тĕллевпе хăйсене шеллемесĕр тата ырми-канми ĕçленĕскерсене уявра награда пачĕç: иккĕшне - «Чрезвычайлă лару-тăру сиенне пĕтернĕ чухне палăрнăшăн» медаль, виççĕшне - Раççей МЧСĕн «Тава тивĕçлĕ ĕçшĕн», тепĕр иккĕшне - «Чрезвычайлă лару-тăру сиенне пĕтерме хутшăнакана» паллисем. Çак ушкăнра чи асли - Улатăрти Виктор Саксонкин, 60 çултискер тепĕр çамрăкран та ирттерет-мĕн. (Ирина Климентьева)
