Михаил Игнатьев: «Çурт туянас текенсене валли хаксем лайăх пулччĕр тесен, ытларах çуртсем çĕклесе лартмалла, пĕр-пĕринпе ăмăртусем йĕркелемелле»

 Юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Новоюжнăй районĕнчи XIV-мĕш  тата «Радужнăй» микрорайонĕсенчи строительство ĕçĕсемпе паллашнă. «Радужнăй» территорийĕнче  нумай хваттерлĕ çурт  254,9 пин  кв.м. йышăнать, вăл лаптăкра нумай хваттерлĕ 27  пурăнмалли çурт-йĕр, 1000 ачана çӳретмеллĕх шкул, икĕ ача сачĕ çĕклесе лартма палăртнă. Пĕчĕк районта пурăнакан çынсене валли хăйсен машинисене лартма 2 пин вырăнлăх лаптăк уйăрнă, вĕсен шутĕнчех 300 машина вырнаçтармаллăх 4 хутлă гаражсем çĕклеме  палăртнă. «Партнерсем тата Отделфинстрой» ООО хăпартакан фирмăн представителĕ пĕлтернĕ тăрăх, хăш-пĕр хваттерсене социаллă программăпа килĕшӳллĕн хута яма палăртнă.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсенчи ĕçсем вăраха ан тăсăлччĕр тесе Михаил Игнатьев строительство организацине хăйсен шучĕпе ĕçе пурнăçлама сĕнӳ панă, кайран малашлăхра Шупашкар хула администрацийĕнчен тăкакĕсене каялла тавăрма ыйтнă. Республика Пуçлăхĕ хула влаçĕсене çĕрсене пĕтĕмпех пăхса тухса тĕрĕслеме, тепĕр чухне хăш-пĕр уйрăм вырăнсенче юрăхсăра тухнă, никама кирлĕ мар сад вырăнĕсем илемсĕрлетсе ларнине асăннă. Хăйсен ирĕкĕсеме нимĕнле ĕç хучĕсемсĕр гаражсем çĕклесе лартнисем те пур. Вĕсен вырăнне тирпейлесе пурăнмалли комплексем хута яма тăрăшма сĕннĕ. Новоюжнăй районĕнчи XIV микрорайонта 23  пурăнмалли çурт  лартма проекта кĕртсе хăварнă. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 218,1 пин кв.м шутланать. Унтах 2 ача сачĕ, бассейнпа шкул, культура центрĕ, çĕр айĕнчи гаражсемпе нумай хутлă гаражсем, машинăсене пăхса тăракан сервис тата ыттине те хута яма палăртнă. Пĕрремĕш палăртса хунă объектсене 2014 çул пуçламĕш тĕлне хута яма йышăннă. Пĕтĕмĕшле пур ĕçе те пĕчĕк пулас микрорайона 2015 çул тĕлне пĕтĕмпех вĕçлеме палăртнă. Унсăр пуçне Гремячево пĕчĕк район (унта ĕçлекенсем «Устра» ООО) федераллă проекта кĕме палăртать. Унпа килĕшӳллĕн инженери инфратытăмне ресурссене перекетлессипе ĕçлекен организацисен инвестици программипе ĕçлеме палăртнă. Çĕклесе лартнă çуртсене çуррине, 50 процентне коммерциллĕ хакпа ытти хакне Раççей Федерацийĕн регионсен аталанăвĕн министерстви йышăнса хăварĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев кун йышши республикăра пысăк калăпăшлă çуртсене хута янине кура, çынсене  валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ, строительство организацийĕсенче ĕçлекенсен ĕç укçин шайĕ те курăмлăхах ӳссех пынине асăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемен строительство организацийĕсем сахаллансах пынине палăртнă, хăйсем çине илнĕ яваплăха туйнине асăннă. «Паянхи влаç органĕсен тĕллевĕ нумайрах пурăнмалли çуртсене хута ярассипе ĕçлесси, конкуренци пултăр, туянакансене кирлĕ пек хакпа çуртсене туянма майсем пулччĕр», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. 2013 çулăн 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, пурăнмалли çуртсене хута ярассипе пĕлтĕрхипе танлаштарсан 105,1 процент, нумай хваттерлĕ çуртсене хăпартса лартасси икĕ хут ытларах ӳснĕ. Тĕплĕнрех



11 октября 2013
17:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter