Ял хуçалăхĕ: çăмăл мар пулсан та - малаллах

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе  иртнĕ ларăвĕнче ял хуçалăх теми тĕп вырăнта пулчĕ. 2013-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли тата апат-çимĕç рынокне йĕркелесе пымалли патшалăх программине кĕртме сĕннĕ улшăнусене сÿтсе явнипе кăна çырлахмарĕç, вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хăй ертсе пыракан министерство ĕç-хĕлĕ çинчен отчет та турĕ.

Сергей Владимирович палăртнă тăрăх - çанталăк юлашки çулсенче хресчене савăнтармасть пулин те отрасльте ÿсĕм палăрать. Юлашки 3 çул хушшинче вăл 4,1% танлашнă. Аш-какай туса илесси ÿснĕ, сĕт вара 6% чакнă. Сĕт сахалрах суса илнине министр уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче тытакан ĕнесен шучĕ палăрмаллах чакнипе сăлтавларĕ. М.Игнатьев республикăра пурăнакансене сĕт сутнăшăн бюджетран хавхалантарни, выльăх апачĕ çителĕклĕ пулни çинчен аса илтерсе сĕт чакни пирки тĕлĕнерех ыйтрĕ те - вице-премьер çакăн хăш-пĕр сăлтавне уçăмлатрĕ. «Молочное дело» компани Çĕмĕрлере тата Улатăрта лайăх ĕçлемест-мĕн. «Хуçисем - Мускавсем, вĕсене витĕм кÿрейместпĕр», - терĕ вăл. «Пирĕн позицисенчен чакма юрамасть», - асăрхаттарчĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.

Кайăк-кĕшĕк çитĕнтерессин кăтартăвĕсем самай пысăкланнă. Кайăк ашĕ кăна мар, çăмарта туса илесси те ÿсĕмлĕ. Ял хуçалăх культурисен тухăçĕ 3 çулта 7% пысăкланнă. Чăн та, кăçалхи кăтартусем пирки министр асăрханарах каларĕ. Татăклă цифрăсене асăнма иртерех-ха, çапах прогноз савăнтармасть: тĕш тырă туса илесси 3% яхăн чакать /пухса илнĕ тĕш тырă - 400 пин тонна/, пахча çимĕç - 16% /пĕтĕмĕшле виçе 140 пин тоннăпа танлашмалла/. Çĕр улми тĕлĕшпе прогноз пушшех япăх - 33% таранах пĕчĕкленет-тĕр. Вăл 603 пин тонна пухăнĕ. Паллах, каллех çанталăк условийĕсен витĕмĕ пысăк: çулла типĕ те шăрăх пулчĕ - 36,5 пин гектар çинчи ял хуçалăх культурисем пĕтнĕ, авăн уйăхĕнче вара çумăр нумай, уйăхри виçĕ норма чухлех, çурĕ.

Тирпейлекен промышленноç ÿсĕмлĕ ĕçлет. Палăртма кăмăллă: аграрисем çĕнĕ техника туянасси ÿссе пырать. Паян комбайнсен паркĕн çурри - энерги енĕпе хăватлă техника. Тракторсем - 23%. Отрасль явăçтарнă инвестицисен калăпăшĕ те мăнаçланмалăх пур. 2011-2012 çулсенче ял хуçалăхĕнче 60 ытла инвестпроекта пурнăçа кĕртнĕ. Министр «киввисене» асăннипе кăна çырлахмарĕ, пурнăçлама палăртнисем пирки те каларĕ. Çав шутра - «Юрма» агрохолдингăн çĕнĕ кайăк-кĕшĕк фермисем, Тутаркассинчи фабрикăна тулли хăватпа ĕçлеттерсе ярасси, «Ольдеевская» фирма теплицисене реконструкцилесси тата ыт.те. Çакă туса илекен продукци калăпăшне ÿстерме пулăшĕ. Çав шутра çитес 3 çул хушшинче кайăк-кĕшĕк ашĕ 20 пин тонна хушăнмалла.

Çĕнĕлĕхсен шутĕнче - мелиораци техники туянма илекен кредитсене патшалăх енчен субсидилесси. Халĕ республикăра 6 пин гектар çĕре шăварма пултараççĕ. Сăмах май, çÿлерех асăннă патшалăх программипе килĕшÿллĕн çитес çулсенче çакнашкал лаптăксем 15 пин гектар таран пысăкланмалла.

Кредит тенĕрен - унпа усă курас енĕпе Чăваш Ен округра лидер шутланать. Хушма хуçалăха аталантарма кашни виççĕмĕш çемье, чылайăшĕ иккĕмĕш хут кредит илнĕ. Çавна май çивĕчлĕх те пур: кредита субсидилемешкĕн федераци укçи çителĕксĕр. С.Павлов палăртнă тăрăх - халĕ тата 453 млн тенкĕ çитмест. Çав шутра 218 млн тенки шăпах хушма хуçалăхсене аталантарма панă кредитсемшĕн субсиди тÿлеме кирлĕ.

Бюджетран ял хуçалăхне аталантарма уйăракан укçапа тухăçлă усă курни куç кĕрет. Хăйне евĕрлĕ танлаштару: туса илнĕ продукци хакĕн кашни тенки пуçне бюджетран уйăрнă 2 пус тивнĕ. Атăлçи округĕнче вара - 6 пус.

Лару-тăру çăмăл пар пулин те отрасль малалла туртăнни куç кĕрет. Çавăнпах-тăр республика Пуçлăхĕ те министра хивре ыйтусем парса пÿлмерĕ. Пайăррăн асăннă самантсен шутĕнче - усă курман çĕрсем. Юлашки çулсенче акмасăр-сухаламасăр выртнă пин-пин гектара çаврăнăша кĕртнĕ, анчах усăсăр выртаканнисем çав-çавах нумай-ха - 49 пин гектар. С.Павлов çав лаптăксен пысăк пайĕ пулăхсăр çĕрсем пулни çинчен каларĕ, çавăнпа хуçалăхсем вĕсемпе усă курасшăн мар. Апла пулин те 2019 çул тĕлне мĕн пур лаптăка 100 проценчĕпех çаврăнăша кĕртес тĕллев тытнă. М.Игнатьев çак ĕçе хăвăртлатма сĕнсе хăварчĕ.

Ларура çавăн пекех республикăн 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегине улшăнусем кĕртрĕç. Сăмах май, ял хуçалăх теми унта та янăрарĕ. Асăннă тапхăрта ял хуçалăх производствин калăпăшне 1,7 хут ÿстерме палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхне стратегире ĕçсĕрлĕхе чакарма палăртни иккĕлентерчĕ: «Экономикăна диверсификациленĕ, техникăпа анлăрах усă курнă май ĕç аллисем пушанаççĕ. Çавăнпа та çĕр-шыв шайĕнчех ĕçсĕрлĕх ÿссе пырасси пирки уççăнах калаççĕ, пиçиххисене туртарах çыхмалли пирки асăрхаттараççĕ. Республикăра ĕçсĕрлĕх чакассине мĕнпе сăлтавлатăр?» Кăшт маларах çеç экономика аталанăвĕн министрне отставкăна янă май унăн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин çухалса каймарĕ: унăн шухăшĕпе - стратегире бизнесăн пĕчĕк формисен аталанăвне тĕпе хунă, шăпах çакă нумай çынна ĕçпе тивĕçтерме пулăшмалла. Тем пекехчĕ...

Ĕçсĕрлĕх темине Патшалăх ĕçлев службин ертÿçи Сергей Димитриев тăсрĕ. Вăл республикăра инвалидсем валли ĕç вырăнĕсене квотăласси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртес ыйтупа сăмах илчĕ. Федераци саккунĕнче 35-рен кая мар тата 100-тен ытла мар çын ĕçлекен предприяти-организацире йышăн 3% таран пайне инвалидсем валли квотăлассине çирĕплетнĕ. Республикăра çак квотăна 1,5% чухлĕ палăртасшăн. Урăхла каласан - 1 çын. Чăваш Енре асăннă йышши предприятисем 2 пин ытла. Апла тăк, Сергей Петрович палăртнă тăрăх, çакă республикăри 2 пин ытла инвалида ĕçпе тивĕçтерме май парĕ. Сĕнĕве ырларĕç.

Лару Правительствăн маларах тунă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.

 Николай КОНОВАЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
11 октября 2013
09:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter