«Чăваш Ен» телекуравĕ - икĕ çулта

Икĕ çул каялла, юпан 10-мĕшĕнче, Чăваш наци телекуравĕ пĕрремĕш хут эфира тухрĕ. Çак хушăра вăл республикăра пурăнакан тĕрлĕ ÿсĕмри, тĕрлĕ професси çынни юратса пăхакан телеканал пулса тăчĕ. Паллă кун умĕн «Чăваш Ен» наци телерадиокомпани директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юлия Стройковăпа тĕл пултăмăр.

- Икĕ çул, паллах, нумай вăхăт мар: пĕтĕмлетÿ тума иртерех. Юлия Викторовна, çапах та палăртса хăвармалли те çук мар.

- Хальхи вăхăтра наци телекуравĕ Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка хулисене, Кÿкеç, Сăнав, Тĕрлемес поселокĕсене çитнĕ. Юлашки вăхăтра кабель операторĕсем урлă хыпарлав анлăшне сарас тĕлĕшпе çине тăрсах ĕçлетпĕр. Республикăн кашни кĕтесне çитесшĕн. Кĕçех Канаш, Етĕрне, Çĕмĕрле, Улатăр хулисенче, Вăрнар поселокĕнче пурăнакансем те чăваш кăларăмĕсене пăхма пуçлĕç. Унсăрăн икĕ чĕлхеллĕ телекурав туса хунине тÿрре кăлараймăпăр. Кунсăр пуçне онлайн-хыпарлав урлă мĕн пур кăларăмпа паллашма май пур.

Умра тăракан тепĕр тĕллев - çулталăк вĕçлениччен сăнав шайĕнче «Тăван радиона» ĕçлеттерсе ярасси. Ăна Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар çыннисем итлеме пултарĕç. Республикăра 2009 çултанпа Наци радиовĕ янăрать.

- Телекурав обществăн мĕн пур сийĕн интересĕсене тĕпе хунине асăрхамасăр иртме çук. Çапах та куракан хăш кăларăма ытларах кĕтет?

- Палăртса хăварар: Наци телекуравĕ чи малтан - информаци каналĕ. Чăвашла тата вырăсла тухакан «Республика» тĕп кăларăм шутланать. Икĕ çулта Наци телекуравĕн эфирне ял хуçалăхĕ, республика парламенчĕпе влаç органĕсем, чăваш çĕрĕнче пурăнакан халăхсен туслăхĕ, экономика, культура, спорт, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ, промышленноç, строительство тата ытти пирки каласа кăтартакан вун-вун паха кăларăм тухрĕ. Вĕсене пирĕн корреспондентсемпе продюсерсем, штатра тăман авторсем, студентсем пысăк ăсталăхпа хатĕрлеççĕ.

Телеканал çавăн пекех «Чăваш Ен» ПТРК архивĕнчи фильмсене, спектакльсене, электрон тата кинодокументаци патшалăх архивĕн фондĕнчи документлă хроникăна, чăвашла илемлĕ фильмсене кăтартать.

Куракан хăшне ытларах кăмăлланине палăртма йывăр паллах. Пĕтĕмпех кам мĕнпе кăсăкланнинчен килет. Çынсем чăвашла спектакльсемсĕр тунсăхласа çитни аван сисĕнет. 20-30 çул каялла вĕсене курса ÿснĕскерсем халĕ те темиçе хут пăхма хатĕр. Анчах «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанин архивĕсем хальхи вăхăтра федераци харпăрлăхĕ шутланаççĕ. Çавăнпа спектакльсене вĕсенчен туянма тивет. Çавăн пекех вырăнти студисемпе, режиссерсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр.

- Чăвашла тата вырăсла кăларăмсен шучĕн шайлашăвне тытса пыратăр-и?

- Лицензире палăртнипе килĕшÿллĕн çурмалла хатĕрлетпĕр: 50 процент - чăвашла, 50 процент - вырăсла. Çав хушăрах чăваш кăларăмĕсене ытларах экрансем çине кăларма тăрăшатпăр. Концертсем, спектакльсем ÿкеретпĕр. Пире тутарсемпе танлаштарса ÿпкелекенсем те пур. Анчах каласа хăварам: Тутарстан хăйĕн телекуравне тăвас тĕлĕшпе вунă çул ĕçлет. Эпир пуçланă кăна-ха...

- Мĕнпе мухтанма пултаратăр?

- «Чăваш Ен» наци телекуравĕ - республикăра «пленкăсăр» производство технологийĕпе усă куракан пĕртен пĕр канал. Çĕнĕ йышши оборудовани пахалăха ÿстерет, республика пурнăçĕнчи паллă пулăмсене тÿрĕ эфира кăлтăксăр кăларма май парать. Хăйсен ĕçне юратакан, нумай çул вăй хурса пуян опыт пухнă ăстасем, мал ĕмĕтлĕ çамрăксем тăрăшаççĕ. Кунсăр пуçне телекурав - пултарулăха аталантармалли чикĕсĕр анлăш. Пирĕн - хамăрăн хыпарлав концепцийĕ. Вăхăт тĕлĕшĕнчен те ирĕклĕ. Акă, сăмахран, Хула кунĕн уявне мĕн пуçласа вĕçне çитиччен кăтартрăмăр. Нихăш телеканал та пирĕн пек пахалăхлă тата пирĕн чухлĕ виçепе эфира тухаймасть.

В.БАГАДЕРОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
11 октября 2013
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter