Электронлă регистраци çăмăллăх кÿрет

Сывлăх сыхлавĕнчи модернизаци программипе килĕшÿллĕн, районти тĕп больницăра 2011 çултанпа электронлă регистраци тытăмĕ ĕçлеме пуçларĕ. Район çыннисем Интернет çыхăнăвĕпе, кĕсье е килти телефонпа регистраци службине шăнкăравласа вăл е ку врач патне кайма черете çырăнаççĕ. Регистратура ĕçченĕсем Валентина Петровăпа Ольга Гурьева кулленех район çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессипе тимлеççĕ. Медицина кĕнеки тупса панипе пĕрлех врач патне кĕме талон параççĕ. Кунта кашни пациента тĕплĕн итлеççĕ, вăл хăш врач патне консультацине килме кăмăл тунине те шута илеççĕ.

– Пирĕн компьютерпа кашни врач патне кам çырăннине, чирлĕ çыннăн хăш кун тата миçе сехет тĕлне килмеллине палăртнă даннăйсем пур. Çакна шута илсе пациентăн черетне малалла туса пыратпăр, – теççĕ регистратура ĕçченĕсем.

Тĕп врач тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Василиса Владимировна Архипова палăртнă тăрăх, кăçалхи тăхăр уйăхра кăна 16714 пациент элекронлă регистратурăпа усă курнă.Çакна та шута илмелле. Регистратурăна килнĕ е шăнкăравланă çынна больницăна хăçан килмеллине, хăш врач патне миçе сехетре кĕмеллине тÿрех калаççĕ. Палăртнă вăхăтра поликлиникăна килсенех ăна врач патне каймалли талон параççĕ. Çапла вара ял çыннисен хаклă вăхăчĕ черетре тăрса ахаль çухалмасть, кăмăл-туйăм та пăсăлмасть.

Халĕ районти тĕп больницăн регистратури умĕнче малтанхи пек халăх хĕвĕшсе тăмасть. Электронлă пулăшупа усă курни çăмăллăх кÿрет. Кашни çыннах 22-4-42 телефонпа шăнкăравласа врач патне çырăнма пултарать. Кунта паспорт, страхлакан полис номерĕ тата СНИЛС çеç кирлĕ.

– Электронлă çыхăнупах район çыннисене республикăри тĕрлĕ больницăсенчи врачсем патне те черете тăрататпăр. Хăвăра сиплекен тухтăр электронлă майпа республика больницине черете çырăнать. Ун пек чухне те сирĕн шухăша шута илеççĕ. Консультацие темиçе эрне малтанах çырăнса хума та май пур. Пациентăн пирĕн пата палăртнă вăхăтра направлени илсе Шупашкарти сиплев учрежденине каймалла, – пĕлтерчĕ Василиса Владимировна.

Сăмах май каласан, 2013 çулхи тăхăр уйăхра районти 1742 пациент Шупашкарти больницăсенчи врачсем патĕнче консультацире пулнă. Медицина сферинче электронлă майпа çыхăнса пулăшу ыйтасси çулран-çул ÿссех пырать. Пирĕн районти тĕп больница та ку енĕпе активлă ĕçлет. Ял çыннисем чылай чухне пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне пулăшу ыйтма килеççĕ. Врачсем офиссенчех вăл е ку пациента электронлă майпа çийĕнчех черете тăратаççĕ. Ялсенчи библиотекăсем те тĕп больницăпа тачă çыхăнура тăраççĕ.

Электронлă регистраци пулăшăвĕ паянхи куншăн çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Ку çăмăллăхпа усă куракансен хисепĕ кашни çул ÿсет. (Элĕк районĕ)

 



14 октября 2013
17:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter