Михаил Игнатьев: «Строительство отраслĕ экономика аталанăвĕн локомотивĕ пулнă, халĕ те çавах»

Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба, муниципалитет, хăш-пĕр строительство организацийĕсен пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Канашлăва уçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ экономикăра, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассинче строительство комплексĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине асăннă. Вăл çавăн пекех строительствăри кашни тваттăмĕш тенки бюджет укçи пулнине каланă. Тата тепĕр тесен, нумаях пулмасть Раççейри Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче те Чăваш Республикинче бюджет укçи-тенкипе пĕлсе тата эффективлă усă курса ĕçленине асăннă пулнă. Палăртнă кăтартупа Чăваш Ен  чи лайăх регионсем шутне кĕнине палăртнă. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков Чăваш Республикинчи строительство комплексĕнчи 2013 çул 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Министр çурт-йĕрсем лартассипе строительство калăпăшĕ курăмлăнах ӳснине палăртнă. Нумай хваттерлĕ çуртсене хута ярассин калăпăшĕ икĕ хут та ытларах пулнине каланă. Çав вăхăтрах строительство енĕпе тăхăр уйăхри ĕç кăтартăвĕсемпе пурăнмалли çурт-йĕрсем тăвассипе планпа килĕшӳллĕн Канаш (53,7 процент), çĕмĕрле (61,8%), Шупашкар (80,2%), Тăвай (84,5%), Вăрнар ( 85,1%), Елчĕк (85,7%), Сĕнтĕрвăрри (91,6%), Вăрмар(95,6%), Элĕк (99,4%) районĕсенче тата Çĕнĕ Шупашкарпа (71,1%)  Çĕмĕрле (95,9%) хулисенче  плана тултарман.  Хулапа районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем ĕçе мĕншĕн туллин пурнăçлайманнин сăлтавĕсем çинчен каласа кăтартнă. Строительство организацийĕсен ертӳçисем куллен хăйсен ĕçĕсенче тĕл пулакан йывăрлăхсем çинчен чарăнса тăнă. Ĕç хучĕсемпе çыхăннă кăлтăксем çинчен те асăнса хăварнă. Канашлура палăртнă пур ыйтăва та республика Пуçлăхĕ хăйĕн патне тĕрĕслесе тăма контроле илнĕ. Тĕплĕнрех



14 октября 2013
08:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter