Элĕк районĕ: çанталăк ял ĕçченне тĕрĕслет

 

Пĕрлехи тăрăшулăхпа вырма вĕçленчĕ пулин те тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ хуçалăхсем уй-хир ĕçĕсене тĕппипех вĕçне çитерчĕç теме иртерех-ха. Хирсенче кăларман çĕр улми 138 гектар ытла, пахча-çимĕç те (60 гектар) пур.

Çак вăхăтра хирте юлнă ĕçсене кĕске хушăра пурнăçлама тăрăшмалла, хушма вăй тупмалла. Умри ĕçсене çителĕклĕ те паха пурнăçласан çеç эпир хамăр малашлăха шанма пултаратпăр.

Халĕ обществăлла выльăх-чĕрлĕхе вите-сарайсенче тытса тăрас тапхăр пуçланчĕ. Енчен те фермăсене юсаса çитереймен пулсан ку ĕçсене паян-ыран вĕçлемелле.



14 октября 2013
17:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter