Республикăра 80 процент чухлĕ çĕр улмине пухса кĕртнĕ

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Канашлура уй-хир ĕçĕсен кăтартăвĕсем çинчен калаçнă, çавăн пекех Чăваш Республикинчен делегаци Раççейри «Ылтăн кĕркунне» агропромышленноç куравĕнче хутшăннин ĕçĕпе, 2013/2014 çулсенчи кĕркуннепе хĕлле вăхăтĕнче пушартан асăрханас тĕллевпе ирттермелли самантсене сӳтсе явнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов паянхи куна республикăра çĕр улмине 80 процент таран пухса кĕртнине асăннă, палăртнă ĕçе Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Шумăршă районĕсенче пĕтĕмпех пурнăçланине каланă. Халлĕхе  республикăри хуçалăхсенче кукуруза, силос, пахча-çимĕçе пухса илессипе тимлеççĕ. Кĕрхи сухалас ĕçĕсем те кулленех лайăх пыраççĕ. Республика Пуçлăхĕ Ял хуçалăх министерствине чӳк уйăхĕн пуçламĕшĕ тĕлне уйри ĕçсене пĕтĕмпех пĕтерме хушса хăварнă. Мĕн акса çитĕнтернине йăлтах пуçарса пĕтерме каланă. Мускавра юпа уйăхĕн 9-12 - мĕш кунĕсенче иртнĕ «Ылтăн кĕркунне-2013» куравра Чăваш Енрен 30 организацирен ушкăнсем пулнă. Республикăн агропромышленноç комплексĕпе предприятисенчен  делегацисем «АгроТек-2013», выльăх-чĕрлĕх, ытти хатĕрлсемпе çыхăннă куравсенче хутшăнннă. Пахалăхлă таварсен куравĕнче 54 тĕслĕ тавар тăратнă. Палăртнă мероприятисенче Чăваш Ен 33 награда çĕнсе илнĕ, вĕсенчен 11-шĕ ылттăн, 7-шĕ кĕмĕл, 13-шĕ бронза медаль пулнă, унсăр пуçне икĕ Тав çырăвне тивĕçнĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăн ял хуçалăх тытăмне инвестициллĕ кредитсене каялла парса татма пулăшу пайне саплаштарма 70 млн. тенкĕ федераци бюджетĕнчен уйăрнине асăннă. Ку енĕпе тата та 140 млн. тенкĕ çитменнине те палăртса хăварнă. Михаил Игнатьев уйрăмах харпăрхăй хуçалăхне аталантарма илнĕ парăмсене парса татма пулăшасси патшалăхăн тĕп тĕллевĕ пулнине асăннă, çынсен шанăçне çухатмалла маррине палăртса хăварнă. Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн Председателĕ Вениамин Петров кĕркуннепе хĕлле вăхăтĕнчи пушартан сыхланас тата вĕсенчен асăрханассипе çыхăннă ĕç планĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Вениамин Петров 2013 çулта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен газ айĕпĕпе пулнă инкексенчен çăлăнма нумай хваттерлĕ çурсенче пулнă пушарта çунса кĕлленнĕ пурлăха саплаштарма 17,39 млн. тенкĕллĕх тăкакланнине асăнса хăварнă. Çынсене тата пĕр хутчен парса пулăшакан укçан пулăшупа та тивĕçтернине каланă. Михаил Игнатьев паян ытларах инкекрен сыхланса хамăрăн пурлăхсене вăхăтра страховани тумалли çине тимлĕх уйăрнă. Инкеке пĕлме çук, ăнсăртранах «хĕрлĕ автан» алхасма пултарать. Çавăнпа та хамăрăн пурлăха сыхласа ĕç хучĕсене яланах вăхăтра туса çитернине нимĕн те çитмест. Пуçлăх паянхи ларура Çĕрпӳри шыв-шуртан сыхлама май паракан соруженийе тăвас ĕçĕн кăтартăвĕпе кăмăллах пулман. Çанталăк паянхи кун аван тăнине кура, вăхăтра ĕçсене туса пĕтерме сĕнсе хăварнă. Юлашкинчен республика Пуçлăхĕ канашлăва вĕçленĕ май, чăваш çамрăкĕсене-самбисчĕсене  Салоник греци хулинче каччăсемпе хĕрсем хушшинче иртнĕ ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ ятпа тав тунă. Калăпăр, Максим Иванов 68 кг  çити виçе категорире ылтăн медале тивĕçнĕ, Эдера Лаврентьева (48 кг), Наталия Степанова (44 кг) тата Владимир Алексеев (48кг) кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ. Михаил Игнатьев çамрксем çитĕннĕ çемĕн тата та вăйлăрах кăтартусе кăтартма пултарнине каланă, çавăнпа та ку енĕпе вĕсене тата ытларах тимлĕх уйăрма кирлине асăннă.

 



14 октября 2013
17:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter