Топонимка олимпиади вĕçленчĕ

Чăваш топонимикин 1-мĕш олимпиади вĕçленчĕ. Вăл ака уйăхĕнче пуçланса юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен пычĕ. Тупăшăва хутшăнма Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн сайтĕнче 58 ача регистрациленчĕ, вĕсенчен 25-ĕшĕ хăйсен материалĕсене Центрăн сайтĕнче вырнаçтарчĕ.

Топонимика материалĕсене пуçтарса йĕркелеме Инçет вĕренÿ центрĕ ятарлă сайт калăплама пуçланă. Унпа  "Вĕренÿ порталĕнче" паллашма пулать: http://shkulta.ucoz.ru/.

 Олимпиадăн тулли пĕтĕмлетĕвĕсене тата çĕнтерÿçĕсен ячĕсене юпа уйăхĕн вĕçĕнче пĕлме пулĕ.



15 октября 2013
10:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter