Пĕрлехи информаци кунĕ

Паян районта, пĕтĕм республикăри пекех, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет.

Унăн темисем: халăха "пĕр чÿрече" мелĕпе патшалăх тата муниципаллă пулăшусем парасси; тăлăх ачасене хÿтĕлемелли патшалăх политикине пурнăçа кĕртесси; ачасене вĕсен сывлăхне сиен кÿрекен информацирен хÿтĕлесси; Чăваш Республикин тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ çинчен калакан саккунне пурнăçласси çинчен.

Информаци ушкăнĕсем районти ялсене çитсе халăхпа тĕл пулса калаçĕç, палăртнă темăсене сÿтсе явнипе пĕрлех 2014 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнмалли тапхăр, ял хуçалăх ĕçĕсем, ăшă парасси пирки калаçĕç, граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнĕç.



16 октября 2013
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter