Чăваш Ен ача сачĕсенчи çĕнĕ вырăнсем уçассипе 10 чи лайăх регион-лидерсем шутне кĕнĕ

 Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Канашлăвăн тĕп теми шкулчченхи вĕренӳпе тивĕçтересси пулнă. Дмитрий Медведев шкул çулне çитмен вĕренӳпе тивĕçтересси Раççей Правительствин тĕп приоритечĕсенчен пĕри пулнине  каланă.  Раççейре шкул çулне çитмен вĕренӳ учрежденийсенче 5,5 млн. ача  3 çултан пуçласа 7 çула çитнĕ ачасем пĕлӳ илеççĕ. Унсăр пуçне тата 500 пин ача черетре тăнине асăннă. Шкул умĕнхи учрежденисенчи черете пĕтермешкĕн регионсенче вĕсен патшалăх тата муниципалитет тытăмне аталантарас - çĕнĕрен тăвас, реконструкцилес, унчченхисене каялла тавăрас, çавăн пекех ачасене вырнаçтармалли альтернатив мелĕсене пурнăçа кĕртес, çемье ушкăнĕсене уçас - тĕллевлĕ «çул-йĕр карточкисене» йĕркеленĕ.  Çулталăк пуçланнăранпа 220 пине яхăн шкул çулне çитмен ачасене валли çĕнĕ вырăнсем йĕркеленĕ, ку ĕç те çителĕксĕр.  Кăçалхи çул регионсенчи шкул çулне çитмен ачасене вĕрентес тытăма модернизацилеме федераци бюджетĕнчен субсиди  50 миллиард тенкĕллĕх укçа уйăрнине палăртнă. «Май килнĕ таран уйăрнă укçа-тенкĕне ача сачĕсем тăвас ĕçе кĕртсе ямалла», - тесе каланă Дмитрий Медведев. Канашлура Раççей Федерацийĕн вĕренӳ министрĕ Дмитрий Ливанов 2013 çулта Раççейĕпе 550 çĕнĕ ача сачĕ хута яма палăртнине пĕлтернĕ. 2014 çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ача сачĕсене вырнаçма «электронлă черет» ĕçлеме тытăннине асăнннă. Министр паянхи куна регионсене уйăрнă укçа-тенкĕне 20 процент патне çити ача сачĕсене модернизацилеме усă курнине палăртнă. «Ача сачĕсенче çĕнĕ вырăнсемпе тивĕçтерессипе Раççейре чи ăнăçă 10 регионта  ĕçлеççĕ. Вĕсем: Ульяновск тата Амур облаçĕсем,  Карачай-Черкес Республики, Чăваш Республики, Тула, Сахалин, Самара, Тверь облаçĕсем, Томбов, Удмурд Республикисем», - тесе каланă Дмитрий Ливанов. Патшалăх Думине Чăваш Енрен суйланнă депутат, думăн Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова çирĕплетнĕ тăрăх - «Пĕрлĕхлĕ Раççей» фракци асăннă программăна федераци укçипе тивĕçтерме чарăнасси пирки сарăлнă сас-хурана сирес тĕллевпе ача сачĕсен строительстви валли каякан тăкака федераци бюджетĕнче уйрăм йĕркепе кĕртме сĕнет. Алена Аршинова шухăшĕпе - çак тĕллевпе 2014 çулта 100 млрд тенкĕ палăртса хăвармалла, 2015 çулта - тата 80 млрд.  Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ - Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова шухăшĕпе,  ку тĕллевпе 2014 çул валли 100 млрд тенкĕ пăхса хăвармаллине тата 2015 çул валли 80 млрд тенкĕ кирлине асăннă. Дмитрий Медведев ача сачĕсене хăпартса лартасси тĕп социаллă программа пулнине палăртнă. Ăна валли уйăракан укçа-тенкĕне чарса лартма юраманнине каланă. «Паллах, укçа-тенкĕне уйăрмалла, анчах та ăна кăçалхи çулăн кăтартăвĕсене тĕпе хурса йышăнмалла», - палăртнă Раççей Правительствин Председателĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре ача сачĕсене 302 пепке 3 çултан иртнисем черетре  тăнине асăннă. «Кăна кулленхи черет тесе те калама юрать. Эпир пĕтĕмпех хамăр палăртса хунă ĕçсене тĕпрен пурнăçланă. Çапах та эпир лăпланса ларма шутламастпăр. 2015 çулта çулталăк çурăри ачасене ача сачĕсене вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене те татса пама палăртса хуратпăр», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ.

 Пĕлсе тăма

Чăваш Енре шкул умĕнхи вĕренӳ программисене 614 пĕлӳ учрежденийĕнче пурнăçа кĕртеççĕ. Унăн çăмăллăхĕсемпе ачасене тивĕçтересси вĕренӳ управленийĕсен органĕсен оперативлă кăтартăвĕсем тăрăх 2013 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 72,6% пулнă. Шкул умĕнхи вĕренĕвĕн регион тытăмне модернизацилемелли мероприятисене ĕçе кĕртмешкĕн РФ Правительствин 2013 çулхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнчи 1113-р хушăвĕпе Чăваш Республикине федераци бюджетĕнчен 614586,5 пин тенкĕ субсиди уйăрнă. Çулталăк вĕçлениччен çак укçана пĕтĕмпех ĕçе кĕртме палăртнă. 2012-2013 çулсенче шкул умĕнхи вĕренĕве çĕнетсе улăштармашкăн тĕрлĕ шайри бюджетран Чăваш Енре пĕтĕмпе 2,2 млрд тенке яхăн тăкакланă. 

 Тĕплĕнрех

 



16 октября 2013
16:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter