Тăвай районĕ: аслă ăрури çынсене юбилей ячĕпе саламласси ырă йăлана кĕчĕ

Пирĕн çĕр-шывра патшалăх аслă ăрури çынсене яланах хисеп тунă, сума сунă. Юлашки вăхăтра Аслă Аттелĕх вăрçин 90 çул тултарнă тата аслăрах ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене юбилей ячĕпе саламласа Президент Çырăвĕпе чысласси ырă йăлана кĕчĕ.

     Районти чылай хисеплĕ ватă Раççей Президенчĕн ăшă саламлă Çырăвне тивĕçрĕç те ĕнтĕ. Çак кунсенче районти тата тепĕр ватă патне Президент саламĕ çитрĕ.

     Анаткас Тушкил ялĕнче пурăнакан Нонна Зиновьевна Зиновьева  октябрĕн 8 - мĕшĕнче юбилейне паллă тунă. Кинемие çут тĕнчене килнĕренпе 90 çул çитнĕ ятпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин саламланă. Президент саламне хисеплĕ ватă патне çитернĕ. Паллă пулăмпа  администраци ĕçченĕсем саламланă.

      Нонна Зиновьевна та вăрçă вăхăтĕнче ыттисемпе танах çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă, мирлĕ вăхăтра вара колхозра ĕçленĕ. Халĕ кинеми хĕрĕ патĕнче пурăнать. Нонна Зиновьевнан  вара, сумлă çулĕсене пăхмасăрах, ăс-тăнĕ çивĕч, вăл ырă шанăçпа пурăнать.



16 октября 2013
14:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter