Тăвай районĕ: тĕрек – çамрăкра

Çамрăксем вĕренсе тухса, алла специальность илнĕ хыççăн ялах таврăнни – ял малашлăхĕ пулни. Сăмаха малалла Йăнтăрчă ял тăрăхĕн территоринче çурт-йĕр ыйтăвĕпе çамрăксемпе мĕнле ĕçлени çине куçаратпăр. Каччăсем ытларах яла юлма тăрăшаççĕ, укçа тума ют çĕре тухса каяççĕ, машинăсем туянаççĕ. Тăрăшуллисем çуртсем çĕклеççĕ. Халĕ икĕ хутлă керменсем лартаççĕ. Чылайăшĕ тĕрлĕ çĕртен пурнăçа курса-вĕренсе килет. «Яла социаллă майпа аталантарасси» программăпа иртнĕ çул икĕ çемье ялта çурт лартма пуçланă. Пулăшу вара вăхăтра çитнĕ. «Йăва» çавăрмашкăн шăпах меллĕ пулнă çамрăк çемьесене.Тухтăра вĕренсе тухнă ял çамрăкĕсем те пур, тăван тăрăха килсе  ĕç вырăнĕ тупнă вĕсем. Иртнĕ çул та, кăçал та çамрăк çемьери специалистсем патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Икĕ çемье те Тăвайĕнче хваттер туяннă.

Ялта тымар яракан çамрăксене ытларах пулăшма тăрăшасчĕ тетпĕр эпир. Тăван тăрăха пурăнма юлниех хăйне евĕр паттăрлăх шутланать. Вĕсене пула ял пурăнать, ĕçлет, аталанать паян.



16 октября 2013
09:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter