Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Вăрнар районĕнче пулнă

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Вăрнар районĕнче пулнă, уй-хир ĕçĕсемпе тата Вăрнарти аш-какай предприятине çитсе килнĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.  Вăрнарти аш-какай пĕрлешĕвĕн уйăсенче кукуруза пуçтарассипе ĕçлеççĕ, 1200 га çинче лартса çитĕнтернĕ культурăн пĕрре виççĕмĕш пайне пухса кĕртнĕ. Предприяти ертӳçи Николай Аливанов палăртнă тăрăх, çанталăк лайăх тăрсан уй-хирти ĕçсене 15-20 кун хушшинче пĕтĕмпех вĕçлемеллине асăннă.  Ытларах паянхи кун пухса кĕртнĕ културăна ятарлă типĕтмелли вырăнта тытмалла, унсăрăн йĕпе пулнине кура, кăвакарса кайма та пултарнине каланă. Кăçалхи çул юсаса çĕнетнĕ тырра типĕтмелли, пĕр харăсах чарăнмасăр ĕçлекен хатĕр  250 тонна тирпейлесе кăларнине палăртнă. Пĕлтĕрхи çулпа танлаштаран кăçал кукурузăна икĕ хут та вăйлăрах туса илнине, гектартан 50-70ц. тухнине пĕлтернĕ. Палăртнă кăтарту çĕнĕ комбайнсем  илнине кура тата çавăн пекех техникăна çĕнетсе пынипе тухăçăн тăкакĕ питĕ сахал пулнине асăннă. Пĕтĕмпе Вăрнар районĕнче кăçал 8 çĕнĕ комбайн туяннă. Михаил Игнатьев кăçал республикăра виçĕ районта кукуруза тирпейлессипе ĕçленине каланă. Вĕсем: Етĕрне, Элĕк, Вăрнар районĕсем. «Хуçалăхсем тĕрĕс йышăну тунă. Кукурузăна пахалăх енĕпе илес пулсан ытти культурăсенчен пысăкрах. Камсем паян выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тимлеççĕ, çав хуçалăхсен ку енĕпе ытларах ĕçлемелле. Кам та кам паян çак ĕçпе ĕçлеме хăраса тăрать, вĕсен психологи тĕлĕшĕнчен хăйсене тĕпрен улăштармалла. Палăртнă çĕнĕлĕхĕн тăкакĕ çук тенĕпе пĕрех», - тесе çирĕппĕн каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Знамя» ЯХПКра ĕçченĕсем  çĕр улмине пуçтарас ĕçре вăй хураççĕ. Çанталăк лайăх тăрсан пурлăха икĕ виçĕ кун хушшинче пĕтĕмпех пĕтерме палăртса хунă. Кăçалхи çул Вăрнар районĕнче асăннă çимĕçе 986 га çинче çитĕнтернĕ, вĕсенчен 830 га çинче пухса тирпейленĕ те. Кĕрхи культурăсене çĕр ĕçченĕсем 4434 га çинче акса хăварнă. Михаил Игнатьев кăçал çанталăк енчен чи йывăр çул пулнине асăннă. «Çанталăк пирĕн çĕр ĕçченĕсен çирĕплĕхне тĕрĕслет.  Çав-çавах ял ĕçченĕсем чăннипех те тивĕçлипех хăйсен ĕçченлхне кăтартаççĕ. Тата çитменнине мĕн акса çитĕнтернине пĕтĕмпех пуçтарса илме тĕллев лартнă», - тесе хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ. Тĕплĕнрех



16 октября 2013
08:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter