Шăмăршă районĕ: сывлăх – пурнăç илемě

Районти шкулсенче „Сывă пурнăç йĕркишĕн” акци пуçланчĕ. Эпир, Кивĕ Чукал шкулĕн 8- мĕш класĕнче вĕренекенсем,”Çулла -  çуран е велосипедпа, хĕлле - йĕлтĕрпе”девизпа иккĕмĕш çул çÿрев ирттертĕмĕр.

Велосипедсем çине ларса кÿршĕ ял - Вырăс Чукалě еннелле çул тытрăмăр.Асфальтлă çулăн сылтăм енче вăрçăра пуç хунисене  асăнса лартнă палăк патĕнче класпа сăн ÿкерттертĕмĕр.Палăк тавра ÿсекен шурă туналлă хурăнсем çывăх çыннисене вăрçа ăсатнă хĕрсем пек кĕрхи кунсен тунсăхне путнă, шăп лараççĕ.Хăрушă кунсене асра тытма вăрçăра пуç хунă салтаксен ячĕсене шăрçаланă чул хăмасем хÿтĕлев хапхи евĕр курăнаççĕ, хăрушă кунсен синкерне куç умне кăларма пулăшаççě:„Вěсен те пурăнас килнě-çке, сарă хěвел вěсемшěн те йăл-йăл пăхать-çке!Мěнле шелсěр эсě, вăрçă!”

Сывă çын ватăлсан та илемлě. Пирěн класра вěренекен Нефедов Павликăн 1924-мěш çулта çуралнă асламăшне курсан çак сăмахсен чăнлăхне ěнентěмěр.(Пулмантăш – Çěнě Чукал ялěнче пурăнаççě .) Эпир вěсен тěлěнче чарăнса тăтăмăр.Ольга Николаевна алăпах çунă япалисене кěвентепе кивет, пусă шывěпе чÿхет. „Алă шăнмасть, турă сывлăх панă мана. Ěне сума парахни те çулталăк кăна. Çěр улмине те пухма хутшăнатăп, ěнер çеç пěтертěмěр”-тěлěнтерчě Павлик асламăшě,ачашăн вăл амăшě вырăнěнче те.Çунă япаласен витрине çăмăллăнах çěклесе илчě те таплаттарса пахчинелле вылянтарчě.”Эпě ěçкěпе çывăх мар, ěçлеме ÿркенместěп”,- калаçать ватă. Акă пирěн валли „Сывă пурнăç йěрки”... Шухăшласа пăхмаллах ку тěслěх пирки. Пурнăç хаклă пулсан - Ěçлеме ÿркенмелле мар!

Хисеплě ватăпа сыв пуллашнă хыççăн Киремет вырăнне çул тытрăмăр.

Кěрхи  вăрман, илемÿ пăхса ытарайми!.Ватă, сарлака юмансем - пирěн мăн асаттесен ěмěлкийě, ак мěнле çирěп пулнă вěсем!..Уçă сывлăш – киленÿ те,сывлăха çирĕплетни те,. Тулли, савăнăçлă кăмăлсемпе киле таврăнтăмăр.

Класс ертÿçи Малеева Вера 



16 октября 2013
13:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter