Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Шупашкарăн Атăл леш енне çитсе килнĕ

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ çул çӳревпе Шупашкарăн Атăл леш енне çитсе килнĕ. Республика Пуçлăхĕ 1№-лĕ насос станцине çитнĕ. Станции Хыркассинчи тата унăн çывăхри территорийсене кĕрекен поселокри гидротехника сооруженийĕсен инженери комплекс шутне кĕрет. Хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Атăл леш енчи  П.Н. Осипов ячĕллĕ Шупашкарăн пĕрремĕш хула больницин филиалне çитсе килнĕ. Унта пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче пулнă, сипленмелли пӳлĕмсене пăхса çаврăннă. «Заволжье» филиалта çурри ытла вырăн «Шкул-больница» йышăнать. Комплексăн пĕрремĕш хутĕнче кунĕн каçĕн ĕçлекен терапи уйрăмĕн стационарĕ вырнаçнă. Унсăр пуçне васкавлă пулăшу памалли тата аптека валли вырăнсем уйăрнă. Иккĕмĕш хутра Атăл леш енче пурăнакансене пăхса тăракан  поликлиника пур. Больницăра ĕçлекенсем вĕсен ĕç укçин шайĕ курăмлăнах ӳсни çинчен пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев шалу укçи ӳснине кура, халăха  медицина пулăшăвĕ парас ĕçĕн пахалăхĕ те пысăк шайра пулмалли çинчен палăртса хăварнă. Республика Пуçлăхĕ Атăл леш енчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула та çитнĕ, апатлантармалли уйрăмсенче, спорт залĕнче, вулавăшра, информатика пӳлĕмĕсенче пулса курнă. Хальхи вăхăтра шкула 190 ача çӳрет, вĕсенчен 102 ачана 4 çывăхри ялсенчен 4 шкул автобусĕпе илсе çӳретеççĕ. Ĕçлĕ çул çӳрев хыççăн Михаил Игнатьев Шупашкарти Атăл леш енчи территорийĕн аталанăвĕ ыйтăвĕпе канашлу ирттернĕ. Кунта ĕç климатчĕ улшăнсах пынине асăннă. Атăл леш енĕн территорийĕн инвестици хывмалли илĕртӳллĕхĕ ӳссех пынине каланă. Республика Пуçлăхĕ «Газпром» ОАОпа калаçса килĕшнĕ хыççăн, пĕрлешӳ хăйĕн 2013-2014 çулсем валли йышăннă инвестици программине икĕ пысăк проект кĕртсе хăварни çинчен аса илтернĕ. Поселоксем хушшинчи газ кĕртес ĕç пирки калаçу хускатнă. Кăвак çулăма Атăл леш енчи пĕтĕм территорине, «Чувашия» санаторипе «Кувшинка» кану çурчĕсене те çитерме пăхса хăварнă. Строительствăн пĕтĕмĕшле хакĕ 600 млн. тенкĕпе танлашать. Пуласлăхра Атăл леш енче кану çурчĕсене йĕркелесе яма палăртнă. "Енчен те предпринимательсем тупăнсан, ку енĕпе пирĕн енчен пачах та чару çук, эпир кăмăлпах пуçарăва хапăл тăвăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Шупашкар хула администрацийĕн ертӳçи Алексей Ладыков, поселокăн шалти территорийĕнче газ кĕртессин проекчĕсене хатĕрлеме тытăнни çинчен пĕлтернĕ. 2015 çулта инфратытăма аталантарас тесе 150 вырăнлăх ача садне Хыркассинче  хута яма пăхса хăварнине те асăннă. «Чувашсетьгаз»  директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов Атăл леш енне газ кĕртни  «Газпром» пĕрлешӳшĕн экономика тĕлĕшĕнчен пысăк мар пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй çине тăрсах ыйтса тăнине кура, Газпромăн инвестици програмине палăртнă проекта кĕртсе хăварма май килнине  палăртнă. Çавна пула та,  Кияметдин Мифтахутдинов организацисене пурне те,  хăйсем çине илнĕ яваплăха тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлама сĕннĕ, 2008 çулта Çĕмĕрлере  тата Çĕнĕ хулара пулса иртнĕ кăлтăксем  пек тепĕр хут ан пулччĕр тесе каланă. Канашлăва хутшăннă республикăри бизнес-пĕрлешӳсем пуласлăхри хăйсен ĕçĕ-хĕлĕсем çинчен каласа кăтартнă. Калăпăр, «Эверест» ЗАО генеральнăй директорĕ Николай Герасимов, ĕçсене Атăл леш енче, территорийĕн генпланне йышăннă хыççăн тин пурнăçлама сĕнет. Унта çĕрпе çыхăннă лаптăксене çирĕп йĕркене пăхăнса кĕртсе хăвармалине те асăнать. Палăртнă плана Шупашкарти ГЭС проект отменткин ыйтăвне тĕплĕн татса панă хыççăн тин йышăнма сĕнет. Михаил Игнатьев  ГЭС шайне çĕклессипе РусГидро компанийĕн материалĕсене экспертиза тухнă хыççăн, Раççей Федерацийĕн Правительствине тăратассине каланă. Ку ыйтупа ĕçе 2014-мĕш çулта I кварталта татса пама май килесси пирки шанăç пуррине асăннă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев Атăл леш енне кăвак çулăмпа тивĕçтерсен территорине аталанса пыма меллĕ пулни пирки палăртнă.  

 Тĕплĕнрех



17 октября 2013
19:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter