Çумăра, пылчăка пăхмасăр...

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнар районĕнче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă, ĕççипе, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУО ĕç-хĕлĕпе паллашнă.

Аш-какай комбиначĕн уйĕсенче куккуруса çапса тĕшĕлеççĕ. Çак культурăна кунта 1200 гектар акнă, лаптăкăн 1/3 пайĕнчен пухса кĕртнĕ. Предприяти ертÿçи Николай Аливанов палăртнă тăрăх - çанталăк йĕркеллĕ тăрсан ĕçе 15-20 кунра вĕçлемелле. Куккуруса типĕтме тивет, унсăрăн вăл кăвакарать. Кăçал хута янă, пĕр чарăнмасăр ĕçлекен сушилка хăвачĕ - талăкра 250 тоннăран ытла мар. Çакă ĕç хăвăртлăхне ÿстерме чăрмантарать.

Пĕлтĕрхипе танлаштарсан куккурус тухăçĕ икĕ хут пысăкланнă - гектартан 37,2 центнертан 70 центнер таран ÿстерме пултарнă. Çĕнĕ комбайнсем, куккурус вырмалли жаткăсем туянни çапла тума май панă, вĕсемпе усă курни çухатусене палăрмаллах чакарма пулăшнă. Вăрнар районĕнчи хуçалăхсем кăçал пĕтĕмпе çĕнĕ 8 комбайн туяннă.

Михаил Игнатьев Чăваш Енре кăçал куккуруса виçĕ районти - Етĕрне, Элĕк тата Вăрнар - хуçалăхсем çапса тĕшĕлени çинчен пĕлтернĕ. «Тĕрĕс тăваççĕ. Куккурус тĕшшин усси-пахалăхĕ фуражлăх тырăннинчен темиçе хут пысăкрах. Унăн тухăçĕ кăçал тĕш тырăсен республикăри вăтам тухăçĕнчен /гектартан 18 центнер/ чылай пысăк. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен çакна ĕçе кĕртмелле, кам çапла тума шикленет - вĕсен хăйсен психологине улăштармалла, мĕншĕн тесен çĕннинчен хăраманни тÿрре тухать», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

«Знамя» ЯХПКра çĕр улми кăлараççĕ. Çанталăк такăнтармасан 3-4 кун хушшинче ăна пĕтĕмпех пухса пĕтересшĕн. Сортне кура тухăç гектартан 110-ран пуçласа 220 центнер таран. Вăрнар районĕнче кăçал çĕр улмине пĕтĕмпе 980 гектар çинче лартса хăварнă, 830 гектартан пухса кĕртнĕ. Кĕрхи культурăсене Вăрнарсем 4434 гектар акнă.

Михаил Игнатьев кăçалхи кĕркунне çанталăк условийĕсемпе ĕççи валли чи йывăрри пулнине палăртнă. «Çанталăк пирĕн хресченсен çирĕплĕхне тĕрĕслет. Анчах вĕсем парăнмаççĕ, çĕрлечченех ĕçлеççĕ, хăйсем çитĕнтернине пĕтĕмпех пухса кĕртес тĕллевлĕ», - пĕтĕмлетнĕ вăл.

С.САВЕЛЬЕВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
17 октября 2013
14:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter