Чăваш Республикине ĕçлĕ çул çӳревпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич килсе çитнĕ

Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикине икĕ кунлăх ĕçлĕ çул çӳревпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  Михаил Бабич килсе çитнĕ. Республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Каклаçу самантĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕсем еплерех пурнăçланса пынине, республикăн бюджет тытăмне, экономика секторĕн çул-йĕрĕсене, социаллă тытăмри ыйтусене  сӳтсе явнă. РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Çĕрпӳ районĕнче Туçа ялĕнче пулса иртнĕ инкекрен çынсене хăтарассипе Чăваш Енри влаçсем хăйсем çине илнĕ яваплăха туллин те кирлĕ пек пурнăçланине палăртнă. Килсĕр çуртсăр тăрса юлнă çынсен ыйтăвĕсене туллин пурнăçланине каланă. Пурне те юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне капмар та çутă, хăтлă çуртсемпе тивĕçтернĕ.    Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Михаил Бабича республикăна пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕ каланă. РФ Президенчĕн Указĕсем пурте пурнăçланса пыраççĕ. Демографи лару-тăрăвĕ, иккĕмĕш çул харăсах, çуралнисен шучĕ сисĕнмеллех ӳссе пырать, ПФОпа илес пулсан пĕчĕк пепкесен вилессин кăтартăвĕ чи пĕчĕккисен шутĕнче пулни паха. Бюджет тытăмĕнчи ĕçченсен тапхăр-тапхăррăн ĕç укçин шайĕн виçи хăпарсах пырать. Анчах та çул-йĕр çинче пулакан инкексен хисепĕ пысăк пулни пăшăрхантарать. «Машинăпа тата çурран çӳрекенсен çул çинче тимлĕрех пулма тăрăшмалла», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Ача сачĕсенчи черетсене пĕтересси ыйту çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Чăваш Ен ача сачĕсенчи çĕнĕ вырăнсем уçассипе  Раççейри 10 чи лайăх регион-лидерсем шутне кĕнĕ. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле тата çĕнĕ 8 садик хута яма палăртса хунă. Ку вара пĕтĕмпех ыйтăва татса пама пулăшать. 2015 çулта çулталăк çурăри ачасене садике вырнаçтарассин ыйтăвĕсене те пĕтĕмпех пурнăçлама палăртнă», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ хыççăн Михаил Игнатьевпа Михаил Бабич хоккей вылянă. Хоккей матчĕ Шупашкарти «Çĕнĕ ăру» уçă çивĕттине витнĕ катокра «Спартак» стадионĕнче иртнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ «Трактор» командăшăн вылянă. Çивĕч тупăшура «Трактор» ушкăн «Электром» командăран 8:0 шутпа выляса илнĕ. Тĕплĕнрех



18 октября 2013
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter