Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем памалли электрон форма тытăмĕнчи ытусене сӳтсе явнă

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  Михаил Бабич Чăваш Енре икĕ кунлăх ĕçлĕ çул çӳревпе пулнă май, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем памалли электрон форма тытăмĕнче «пĕр чӳрече» мелпе  мĕнле ĕçлени çинчен ыйтупа Шупашкарта канашлу ирттернĕ. Михаил Бабич хăйĕн ум сăмахĕнче 2010 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче йышăннă 210 №-лĕ саккунĕ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем çинчен  Раççей Федерацийĕн Федераллă Саккунĕн пиллĕккĕмĕш юлашки тапхăрĕ хальхи самантра пурнăçа кĕрсе пынине асăннă. Михаил Бабич ку енĕпе  хальхи пурнăçпа тан пыракан инфрмаци технологийĕсене пурнăçа кĕртессипе Чăваш Енре пысăк ĕçсем туса ирттернине палăртнă. Паянхи куна хăш-пĕр нумай ыйтусемпе патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем парас ĕçсемпе çирĕп ăнлавсем те çук: пулăшу парас ĕçсен эффективлăхĕ пур е çук, ял тăрăхĕсенче пурăнакнсемшĕн пĕлтерĕшлĕ-и, вĕсем усă курĕç-ши, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем памалли электрон формин тытăмĕнче федераци шайĕнче саккунсен базине ылмашусем кĕртмелле е çук ыйтусем кăсăклантарнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ тăратнă ыйтусене татса парасси пĕлтерĕшлĕ пулнине, халăх ыйтнипе кирлине лайăх ăнлантарса пама сĕннĕ канашлăва хутшăннисене. Михаил Игнатьев республикăра ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем памалли электрон форма тытăмĕнче лайăх ĕçлесе пынине асăннă. Вăл çавăн пекех паянхи кун  Чăваш Ен çыннсемшĕн  компьютерсене Интернетпа çыхăнтарни паха пулнине каланă, унсăрăн хальхи пурнăçра компьютер хăйĕн пĕлтерĕшне çухатма пултарнине палăртнă. Республикăри влаç органĕсем ведомствăсен хушшинчи электрон хутшăнăвĕсен тытăмĕ /СМЭВ/ вăхăта та, пурлăха та перекетленине туйса илчĕç. Влаç органĕсен сотрудникĕсем  патшалăх пулăшăвĕсен порталĕпе лайăх çыхăнса ĕçлеççĕ.  Тĕплĕнрех



18 октября 2013
17:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter