Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш Ен ҫул-йӗр отраслӗн ӗҫченӗсене саламлани

Чӑваш Ен ҫул-йӗр отраслӗн хисеплӗ  ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Усӑ курма меллӗ, технологипе коммерци енчен ҫӑврӑнӑҫуллӑ пулни автомобиль транспортне ӑнӑҫлӑ аталанма май парать, ҫакӑ вара общество пурнӑҫӗн мӗн пур сферине ырӑ витӗм кӳрет. Чӑваш Енри транспорт ҫул-йӗрӗ вуншар пин ҫухрӑма тӑсӑлать. Хытӑ сийлӗ ҫулсен йышлӑлӑхӗпе пирӗн республика Атӑлҫи федераци округӗнче малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑнса тӑрать, Раҫҫейре вара пӗрремӗш теҫеткере шутланать.

Ҫул-йӗр организацийӗсем ҫулсене юсассипе тата тытса тӑрассипе, ҫул ҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне йӗркелес тата тивӗҫтерес тӗлӗшпе пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ.  2013 ҫулта регион, муниципалитетсем хушшинчи тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ  автомобиль ҫулӗсене тума тата юсаса ҫӗнетме тӗрлӗ шайри бюджетсенчен  миллиардшар тенкӗ уйӑрнӑ.

Лайӑх та шанчӑклӑ ҫул-йӗр тытӑмне йӗркелесси – патшалӑхӑн чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗ. Малта пыракан технологисемпе усӑ курса пӗлтӗр Сӑр юхан шывӗ урлӑ ҫӗнӗ кӗпер хывнӑ. Вӑл Раҫҫей Феде­рацийӗн ре­гионӗсен экономика аталанӑвӗшӗн уйрӑмах пысӑк пӗлте­рӗшлӗ пулса тӑрать. Кӑҫал асӑннӑ кӗперӗн иккӗмӗш черетне тума тытӑнтӑмӑр. Чӑваш Ен территорийӗпе иртекен федерацин М 7 трассине юсаса ҫӗнетес ӗҫ малалла тӑсӑлать. 2018 ҫул тӗлне унӑн пӗтӗм лаптӑкне ҫул-йӗр строительствин  чи ҫӳллӗ стандарчӗсемпе шайлашуллӑ туса ҫитеретпӗр.

Пысӑк калӑпӑшлӑ  проекта –  хӑварт ҫӳремелли ВСМ-2 чукун ҫул магистральне – туни республика экономикине аталантарма лайӑх майсем йӗркелет.

Ҫулсем тунипе пӗрлех пурӑнмалли ҫуртсен картишӗсене тата вӗсен патне пымалли ҫулсене тӗпрен юсама та сахал мар укҫа-тенкӗ уйӑратпӑр. Шупашкарта картишсен территорийӗсен ҫурри ытла пайне юсаса йӗр­кене кӗртнӗ.

Автотранспорт предприятийӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата вете­р­нӗсем! Тивӗҫлӗ ӗҫӗршӗн, ҫирӗп тӗллевлӗ пулнӑшӑн тата ӗҫе чунтан парӑннӑшӑн пурсӑра та тав тӑватӑп. Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, телейпе ӑнӑҫу, умри тӗллевсене пурнӑҫлас ӗҫре ҫитӗ­нӳсем сунатӑп.

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                                  М.Игнатьев



18 октября 2013
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter