Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕнĕрен хута каякан Сад районĕн проекчĕпе Нумай функциллĕ центра çитсе килнĕ

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  Михаил Бабич  тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Б.Хмельницкий урамĕнчи çĕнĕрен хута каякан   Сад микрорайон тата Нумай функциллĕ центр ĕçĕ-хĕлĕсемпе паллашнă, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем памалли электрон форма тытăм мĕнле ĕçленипе кăсăкланнă. Михаил Бабичпа Михаил Игнатьев çĕнĕ районăн строительство ĕçĕсемпе, пуласлăх планĕсемпе паллашнă. Çак пурăнмалли район лаптăкĕ 500 га йышăнать, кунта 30 пин патнелле хваттер хута яма палăртнă.  Строительство ĕçĕсене 2008 çулта «СУОР» компани тытăннă, палăртнă ĕçсене 2017 çул тĕлне вĕçлеме хатĕрленеççĕ. Паянхи куна 9 пурăнмалли çурта хута янă та (пурĕ вĕсенче 1868 хваттер). Халĕ 15 панельлĕ çуртсем тăвассипе ĕçлеççĕ. Çӳлерех асăннă хута янă хваттерсенчен 776-шне Патшалăхăн çур-йĕр фодне панă, социаллă тытăмри тата çамрăк çемьесене коммерцилле тара илме уйăрнă, тара илнĕ çурт-йĕрĕн хакĕ квадратла метршăн 35 тенкĕ кайса ларать. 2012 çулта Минрегион хакĕпе Шупашкарта социаллă программăпа 42 хваттере тăлăха юлнă ачасене, 13-шне нумай ачаллă çемьесене, 41 -  аварийллĕ, пурăнма юрăхсăра тухнă хваттерсен хуçисене, 10-шне военнăй службăран тухнисене, 26-шне суд йышăнăвĕсем тунă хыççăн тивĕçтернĕ. 2013 çулта социаллă программăсемпе килĕшӳллĕн тăлăха юлнă ачасене 105 хваттерне, 17-шне судпа йышăннă граждансене, 12-шне пиллĕк тата ытларах çула çитмен нумай ачаллă çемьесене валли пама хатĕрленнĕ. Унсăр пуçне хула администрацийĕ муниципаллă контракт шучĕпе 90 хваттерне пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтарса граждансене тивĕçтерме палăртса хунă.  Çул çӳреве малалла Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕпе  Михаил Бабичпа    Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Нумай функциллĕ центр ĕçĕпе паллашнă.     Унта универсаллă электрон карттине (УЭК) илме заявлени панă чухнехи ĕçпе тата ача сачĕсенче черете тăратма çырнă ĕç хучĕсене еплерех çырса пурнăçланипе паллашнă. МФЦ ĕçченĕсем ача çурални çинчен кăтартакан ĕç хучĕ тăрăх, паян пепке ача садне черетре миçемĕш тăнине пĕлме пултарни çинчен каланă.    Шупашкарта МФЦ уçăлнăранпа (2010 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 2013 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ таран) патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе 468769 граждана тивĕçтернĕ.  Паянхи куна 140 тĕрлĕ пулăшупа «пĕр чӳрече» мелĕпе усă кураççĕ. Хальлĕхе ытларах çынсем ĕçе вырнаçма, пурлăх регистрацилеме, ача сачĕсене черете тăма, ачасемшĕн паракан посибисене илнĕ чухне, хваттерсем илме тăратакан черетсене тăма, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕн пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн тӳлеме, паспорт илме е ылмаштарма усă кураççĕ. Тĕплĕнрех



18 октября 2013
16:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter