Михаил Игнатьев: «Яла аталанма пур меллĕ услови те хатĕрлесе çитернĕ»

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  Михаил Бабич  икĕ кунлăх ĕçлĕ çул çӳревпе килнĕ май, паян республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Етĕрнери «Ядринмолоко» ОАО çитсе килнĕ. Завода 2013 çулта çĕртме уйăхĕнче хута янă, кунне сĕт­-çу тавара 200 тонна таран калăпласа кăларать. Предприятийĕн ертӳçи пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна 50 тĕслĕ тавара вĕсем калăпласа кăлараççĕ. Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан технологи хатĕрĕсемпе усă курнине кура, çĕнĕ суту-илӳ маркисене те хута янине асăннă. Предприяти хатĕрлекен таварсемпе Чăваш Республикинчи пур суту-илӳ сечĕсенче те усă кураççĕ, унсăр пуçне юнашар регионсене те таварсемпе аванах тивĕçтерсе пынине каланă. Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексне аталантарасси ыйтупа заводра Чăваш Ен министрĕсемпе, ял хуçалăх предприятисен ертӳçисемпе тата банкирсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Михаил Бабич хăйĕн ум сăмахĕнче регионсен экономикишĕн ял хуçалăхĕн аталанăвĕ приоритет пулнине асăннă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем хушшинче, ял хуçалăх производствине модернизацилессин ӳсĕмĕ пĕчĕк пулнине палăртнă. Ял хуçалăхĕнче техникăсене улăштарасси, финанс тĕлĕшĕнчен, çанталăк условийĕ енчен те çĕрпе ĕçлессинче йывăрлăх кăларса тăратать. Çаксем ĕнтĕ пĕтĕмпех производствăн калăпăшне,  таварсене пахалăх енчен те ӳстерме паманнине асăннă, ял хуçалăх экономикишĕн хирĕçле витĕм кӳрсе пынине каланă. Ырă тĕслĕх вырăнне Михаил Бабич  «Ядринмолоко» ОАО лайăх кăтартупа,  хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пысăк технологиллĕ производство пулнине асăннă. Михаил Игнатьев ял хуçалăхĕнче çулсеренех производство калăпăшĕ ӳссе пынине, патшалă енчен паракан пулăшусемпе  республикăри агропромышленоç комплексне те тĕрлĕ енчен тивĕçтерсех тăнине палăртнă. «Ял хуçалăхне аталанса пыма патшалăх программи пур енчен те тивĕçтерсе пырать. Яла аталанма пур услови те хатĕрлесе çитернĕ. Паян, паллах кам та кам çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пырать, ытларах вĕсем  пысăк тупăш туса çĕнтереççĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Тĕплĕнрех



18 октября 2013
15:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter