Тăвай районĕ: “Çулталăкри çемье–2013” конкурса пĕтĕмлетнĕ

Çак кунсенче комисси ларăвĕнче “Çулталăкри çемье–2013” районти конкурса пĕтĕмлетнĕ. Конкурс тĕрлĕ номинацисенче иртнĕ.

Çапла “Ĕçчен çемье” номинацире Тушкилти Александр Валерьевичпа Наталья Владимировна Степановсем çĕнтернĕ. Çемье пысăк хушма хуçалăх тытать. Ачисене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтараççĕ, харпăр хăй тата ыттисен ĕçне хаклама вĕрентеççĕ. Хул-çурăма авмасăр, тар тăкмасăр çитĕнÿ тума çуккине ăнланаççĕ Степановсем. Ĕçре хуйхă-суйхă пусăрăнать. Ĕçе чунтан юратни вара умри тĕллевсем патне çитме пулăшать, ÿсĕмсем патне илсе çитерет. Çемьере икĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнет.

Тĕмерти Надежда Васильевнапа Владимир Петрович Большовсем ыркăмăллăхпа, савăк кăмăл-туйăмпа, тараватлăхпа, пурнăçра харсăр пулнипе палăрса тăраççĕ. Вĕсем общество пурнăçне, районти, республикăри тĕрлĕ конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене тĕрлĕ енлĕ аталанма, пултарулăхне палăртма майсем туса пама тăрăшать. Хĕрĕсем – Регинăпа Диана – шкулта тăрăшса вĕренеççĕ, пултарулăх конкурсĕсенче, спорт ăмăртăвĕсенче хастар, районта, республикăра малти вырăнсем йышăнаççĕ. Ахальтен мар çемье “Социаллă пурнăçри хастар çемье” номинацире мала тухрĕ.

“Чи пултаруллă çемье” ята вара Ураскассинчи Никифоровсем тивĕçрĕç. Алина Николаевнапа Владимир Николаевич ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Туслă çемьере пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Аслисем ачисене юратаççĕ, вĕсенче те çав туйăмах кураççĕ. Ăс-хакăл, йĕрке-тирпей, вăй-хал тĕлĕшĕнчен килĕшÿллĕн аталанма пур услови те çителĕклĕ çемьере. Ачисем ĕçе юратса ÿсеççĕ. Пурнăçри активлăхпа палăрса тăраççĕ Никифоровсем, йывăрлăхсене хăйсен вăйĕпе пĕрле татса пама май тупаççĕ. Ĕçчен аллисемпе илемлĕ те хăтлă çурт хăпартрĕç. Ачисем вĕренÿре, çемье спортра тăрăшуллă, пултарулăх ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Конкурсра Никифоровсем хăйсене чи ырă енчен кăна кăтартрĕç, çавăнпа та тĕп çĕнтерÿçĕ пулса район чысне республикăра хÿтĕлеме тивĕçрĕç.

О.КИРИЛЛОВА.



18 октября 2013
10:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter