Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Промтрактор» ОАО çитсе килнĕ

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  Михаил Бабич  тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Промтрактор» ОАО çитсе килнĕ. «Промтрактор» завод «Концерн «Тракторные заводы», Раççейри машинăсем калăпласа кăларакан чи малта пыракан предприятисенчен пĕри. Завод Раççейри тата СНГ çĕр-швыĕсемпе илес пулсан чи пысăк малта пыракан предприяти. Кунта 3 пине яхăн çын вăй хурать, калăпласа кăларакан машинăсемпе строительство тата пысăк промышленноç ĕçĕсенче усă кураççĕ. Михаил Бабичпа Михаил Игнатьев предприятин ĕçĕпе тĕплĕн паллашнă. Юлашкинчен кунти ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн, Чăваш Республикине кĕске вăхăтлăха килсе çитнĕ  Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  Михаил Бабичпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раççей халăх артисчĕ, кинорежиссере Никита Михалков «Трактор-шоу» çитсе килнĕ.  Тĕплĕнрех



19 октября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter