Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Тракторсен Завочĕсем» Концерн Ылтăн Кадрĕсем» премие çĕнсе илнисене саламланă

 Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Тракторсен Завочĕсем» Концерн Ылтăн Кадрĕсем»  2013 çулăн премин лауреачĕсене хаваслă пулăмра саламлама хутшăннă. Паллă мероприяти Чваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ. Лауреатсене тава тивĕçлĕ наградăпа саламланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тракторсем кăларакан завод вăхăтăн тĕрлĕ тапхăрĕсенче ĕçленине асăннă, çапах та кунта тăрăшакансем хăйсем умĕнчи тĕллевсене тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пырса производствăн ыйтăвĕсене туллин пурнăçласа пынине каланă. «Эпир паян предприятинче пултăмăр. Кунта ĕçлекенсемпе курса калаçрăмăр. Вĕсен куçĕсем суймаççĕ – заводăн пуласлăхĕ пысăк. Çĕнĕ йышши станоксем туяннă – паллах кусем савăнтараççĕ. Çапах та конкуренци тĕлĕшĕнчен пахалăхлă таварсене пысăк специалистсем çеç калăпласа кăларма пултараççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл ытларах кунта тимлекен ветерансене тав сăмахĕ каланă. Вĕсем хăйсен вăйне шеллемесĕр ĕçлесе пынă, паян çамрăк ăрăва пуян опытне парса хăварассипе тăрăшаççĕ. Михаил Игнатьевпа тракторсем калăплакан заводăн президенчĕ Михаил Болотин «Перспектива года» номинацире çĕнсе илнисене наградăсем парса хисеп тунă. Хыççăн Михаил Болотин республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева «Санăн çыннусем, çĕр-шывăм!» обществăлла пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçа кĕртме пысăк витĕм кӳнишĕн Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Раççейĕн машинăсем туса кăларакан пĕрлешĕвĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Владимир Гутенев ячĕнчен Тав çырăвне парса чысланă. .Кăçалхи çул «Золотые Кадры Концерна «Тракторные Заводы» премие 10 номинаципе парса тивĕçтернĕ. Кунта ĕçлекенсемшĕн палăртнă мерпоприяти пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕплĕнрех



19 октября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter