Тĕллев - çынсен пурнăçне лайăхлатасси

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрнери «Ядринмолоко» АУОна çитсе курчĕç.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче хута кайнă çĕнĕ заводра талăкра 200 тонна таран сĕт тирпейлеççĕ. Кунта паха чĕр тавартан 50 ытла тĕрлĕ продукт кăлараççĕ. Ăна Мускав, Чул хула, Хусан, Саранск, Йошкар-Ола, Владимир тата Шупашкар хулисенче пурăнакансем савăнсах туянаççĕ. Заводра хальхи йышши çĕнĕ оборудовани вырнаçтарни ĕç тухăçлăхне ÿстерет. Çакна цехсенче пулнă май Михаил Бабич та курса пысăк хак пачĕ. Предприятире вăй хуракан тĕп специалистсем производство технологийĕсемпе паллаштарчĕç. Сăмахран, сĕте йышăннă хыççăнах лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Хатĕр продукци пахалăхне те тишкереççĕ. Чи кирли - çак технологие пысăк квалификациллĕ операторсем ятарлă программăсемпе пурнăçлаççĕ. Предприятин тĕп директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Чернов хăнасене кăсăклантаракан ыйтусене туллин хуравларĕ, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.

- Предприяти хăвачĕ пысăк, унта чĕр таварпа кăна усă курни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Инвесторсем çак завода укçа-тенкĕ хывса йăнăшман. Халĕ вăл федерацин Атăлçи округĕнче чĕр таварпа ĕçлекен чи хăватлă заводсенчен пĕри. Юлашки вăхăтра çĕр-шывра мăйракаллă шултра выльăх йышĕ чакса пырать. Пирĕн тĕллев - ял хуçалăх аталанăвне ырă витĕм кÿресси, çынсене ялта пурăнма тата ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса парасси. Ял хуçалăх темине Чăваш Енре сÿтсе явни те ăнсăртран марS сирĕн республика ку енĕпе япăх мар ĕçлет, - палăртрĕ Михаил Бабич.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх аграри секторне витĕмлĕ пулăшу панине пĕлтерчĕ. Ку енĕпе тĕллевлĕ программăсем ăнăçлă пурнăçланни пысăк пĕлтерĕшлĕ терĕ. Шăпах çак проектсем ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене ÿсĕмлĕ ĕçлесе пымашкăн тивĕçлĕ условисем йĕркеленине уйрăммăн палăртрĕ. Ĕне-выльăхпа ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсене, хресчен-фермер тата уйрăм хушма хуçалăхсене те патшалăх пулăшăвĕпе туллин тивĕçтернине асăнчĕ.

Михаил Бабич Етĕрнерен Шупашкара вертолетпа çитрĕ. Б.Хмельницкий урамĕпе çыхăнтаракан Сад районĕн проекчĕпе паллашрĕ. Пурăнмалли çурт строительстви кунта 2008 çултанпа пырать. 120 пин çын валли 2 млн тăваткал метр хваттер тăвасшăн. Кăçал 150 пин тăваткал метр хута ярасшăн.

М.Бабич кивĕ çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçаракансене, 5 ача тата унтан ытларах çитĕнтерекен ашшĕ-амăшне, тăлăххăн ÿснисене ку районта пурăнмалли вырăнпа мĕнлерех тивĕçтерессипе кăсăкланчĕ. Хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов каланă тăрăх - вĕсен пĕр пайĕн ыйтăвне те татса парĕç.

М.Бабич тĕп хулари Ленинград урамĕнчи 36-мĕш çуртра вырнаçнă нумай тĕллевлĕ центра кĕрсе курчĕ. Вăл Шупашкар çыннисене электрон мелпе патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ кÿрес тĕлĕшпе ĕçлет. Унăн ĕç пахалăхĕпе кăсăкланчĕ, çынсен ыйтăвĕсене еплерех татса панине тишкерчĕ.

Правительство çуртĕнче ЧР Министр­сен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан органĕсен территори тытăмĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ. Раççей Президенчĕн халăха электрон мелпе патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ парасси çинчен калакан указне Чăваш Енре мĕнлерех пурнăçланипе кăсăкланчĕ. Ку ĕçе республикăра ытти хăш-пĕр регионтан лайăхрах йĕркеленине палăртрĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку енĕпе влаç органĕсен ĕçĕнче паха опыт пухăнни пирки каларĕ. Тивĕçлĕ министерствăсенчен халăха электрон мелпе тĕрлĕ пулăшу парассине лайăхлатма ыйтрĕ.

Эрне кунах М.Бабич Раççей шайĕнчи "Спорт туризмĕ" фестивальте çĕнтернĕ çамрăксемпе тĕл пулнă. Тĕплĕнрех - çитес номерте. Ю/МАРЕЕВА. Ю.МИХАЙЛОВ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
19 октября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter