Амăшĕн капиталне тивĕçрĕç

«Телейлĕ çемьесем мĕн чухлĕ нумайрах, çĕршыв та çавăн чухлĕ çирĕпрех, халăхăн ырă йăли-йĕркисемпе ăс-хакăлĕ те ламран лама куçса упранса пыраççĕ. Çавăнпах çемье хаклăхне мала кăларса, патшалăх та демографи политикине ашшĕ-амăшĕсене ача нумайрах çуратма хавхалантарас, вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе тĕллевлĕ тытса пырать», – çак сăмахсемпе уçăлчĕ амăшĕн капиталне тивĕçнисене халалласа район администрацийĕн загс пайĕнче йĕркеленĕ уяв. Загс сотрудникĕсем илемлĕ зала йывăрлăхсенчен хăрамасăр нумай ачана пурнăç парнелесе ÿстерме яваплăх илнĕ амăшĕсене пухнă. Пĕчĕк пепкесемпе килнĕскерсем сивве пăхмасăрах зала ăшăлăхпа, çепĕçлĕхпе тултарчĕç.

Вăрнарти Мария Балицкаян, Татьяна Гордееван, Татьяна Уткинан çемйисенче акă иккĕмĕш ачасем – виççĕшĕ те пăхаттирсем – çуралнă. Телейлĕ амăшĕсене загс ĕçченĕсем ывăлĕсем çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисем тата хăйсен пурнăçĕнчи тĕрекĕ пулччăр тесе сунчĕç. РФ Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн пуçлăхĕ Людмила Редькова вĕсене амăшĕн капиталне тивĕçнине ĕнентерекен патшалăх сертификачĕсене пачĕ, пулăшупа саккунпа килĕшÿллĕн мĕнле тĕллевсемпе усă курмаллине тĕплĕн ăнлантарчĕ.

Хамăр республикăра та çемьесене тата ачасене хÿтĕлесси чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусен шутĕнче. Нумай ачаллă çемьесене пулăшас тĕллеве пурнăçласа Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнчи Указĕпе республикăри амăшĕн капиталне çирĕплетнĕ. Ăна виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемпе «пуянланнă» çемьесем тивĕçеççĕ. Хамăр районта та вĕсен шучĕ ÿссех пырать. Уявра республикăри амăшĕн капиталне илме ят тухнисене халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Ирина Смолина саламларĕ, сертификатсемпе çемье ырлăхĕшĕн усă курма сунчĕ. Капитала илекенсенчен Кÿстÿмĕрти Семеновсен, Вăрнарти Барановсен тата Прыгуновсен, Çĕньял Хапăсри Ивановсен çемйисенче виçшер ача ÿсет, Малти Ишекри Надежда Петровапа Кивьял Нурăсри Валентина Сорокина пиллĕкмĕш ачана пурнăç парнеленĕ.

«Эсир пурнăçра яваплă утăм тума хăраман. Пурте эсир мухтава та хисепе, ыттисемшĕн тĕслĕх пулма тивĕçлĕ», – уява йĕркелекенсем амăшĕсене чĕререн тав туса ырă сунчĕç.

Загс пайне пухăннă хăнасене поселенисем хушшинчи культурăпа кану центрĕн артисчĕсем юрăсемпе савăнтарчĕç. (И.Яковлева, Вăрнар районĕ)



02 октября 2013
11:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter