Пурнǎç пурǎнса ирттересси уй урлǎ каçасси мар

 "Пурнǎç пурǎнса ирттересси уй урлǎ каçасси мар", - тенě ваттисем. Чǎнах та пурнǎçǎн нуши-тертне  курса ирттернě çынсем каланǎ çак сǎмахсене. Çулсем кайнǎ çемěн вара, уй урлǎ каçма мар, урам урлǎ кÿршě патне каçма та йывǎрланса пырать.  Çамрǎк чухне ватǎ кинеми туя тытса ерипен пынине куратǎн та, эсě хǎв çавǎн пек нихǎçан та ватǎлассǎн туйǎнмасть. Анчах пурнǎç хǎйěннех тǎвать, çулсем сисěнмесěрех иртеççě, вǎй-хал та чаксах пырать. Шǎпах, çак вǎхǎтра кирлě те ěнтě ватǎ çынсене çывǎх çынсен пулǎшǎвě. Мěншěн   пур ачи-пǎчин  чунěнче те çуралмасть-ши çак туйǎм? Ашшě-амǎшěсене пулǎшас вырǎнне вěсем эрех-сǎра ěçсе пуçěсене минретеççě,  хǎйсене пурнǎç панǎ çыннисене килтен  хǎваласа кǎларса яраççě.

  Шǎпах çакǎн пек, тěрлě шǎпаллǎ çынсем пуçтарǎннǎ та ěнтě Çавалкасри ваттисен çуртěнче. Мěн тěрлě çынна курмаççě-ши, мěнле кǎна кǎмǎл-туйǎмлǎ çынпа хутшǎнма лекместь-ши çакǎнта ěçлекен социаллǎ ěçченсене. Питě маттур, çирěп чунлǎ çынсем ěçлеççě çак ваттисен çуртěнче. Вěсен шутěнче: Ираида Миронова, Ирина Владимирова, Татьяна Михайлова, Людмила Данилова, Галина Константинова, Галина Васильева нумай çул хушши чунěсене парса тǎрǎшаççě  ватасемшен. Ираида Миронова 2001 çултанпа тǎрмашать çакǎнта, 2008 çултанпа вара – ертÿçě пулса тимлет. Ырǎ кǎмǎллǎ, маттур ертÿçěне пěрле ěçлекенсем те, çак çуртра канлěх тупнисем те хисеплеççě.

   Юлашкинчен çакна калас килет. Аслисене сума сусан, вěсене юлашки çула каяччен тивěçлěн пǎхса пурǎнсан кǎна эпир, вěсен ачисем,  хамǎра   пурнǎçа тивěçлě пурǎнса ирттеретпěр тесе шутлама пултаратпǎр. Яланах асра тытасчě пирěн çак сǎмахсене. (Вǎрнар районě)



02 октября 2013
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter