Канашра çĕнĕ ача садне Чăваш Ен Пуçлăхĕ уçнă

Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Канаш хулинче пулнă. Хулара пурăнакансемшĕн савăнăçлă пулăм, паян çĕнĕ садик хута кайнă. Савăнăçлă пулăм ячĕпе пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. 19№-лĕ çĕнĕ ача садне уçнă ятпа саламланă май, Михаил Игнатьев  влаçри ĕçлекенсем хăйсем шантарнă сăмахĕсене тытнине палăртнă. «Раççей Федераци Президенчĕ Владимир Владимирович Путин палăртнă тĕллевсене ача сачĕсене тăратас черетсене пĕтĕмпех пĕтерме кирлине çитес вăхăтрах татса пама тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Хулара çĕнĕ ача садне хута янă пирки, виçĕ çултан пуçласа ачасене садике тăратас черет пĕтĕмпех пурнăçланнине асăнннă. «Эпир малалла та кун йышши садиксене хута яма палăртатпăр. Пирĕн ачасем хăйсен амăшĕсене савăнтарччĕр, хальхи пурнăçран кая тăрса ан юлччĕр тесессĕн, çак ĕçсене пĕтĕмпех йĕркелесе çитермелле», - палăртнă республика Пуçлăхĕ. Канаш администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Людмила Иванова юлашки 22 çул хушшинче пуçласа çĕнĕ ача сачĕ хута кайнине палăртнă.  Пухăннă ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Инна Хуснутдинова республика Пуçлăхне чĕререн тав сăмахĕсем каланă. Елена Моргаева - ача сачĕн ертӳçи, ачасем валли тĕрлĕ хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсем пуррине каланă,  ĕçлекенсене валли те пур услови те çителĕклĕ таранах. Кирпĕчрен хăпартнă икĕ хутлă ача сачĕ  292 пепкене  куллен çӳретме май парать. Кунтах кану, хывăнса тăхăнмалли, туалет тата ытти уйрăм пӳлĕмсем, буфет, кĕвĕ-ташă тата физкультура, методика, медицина, апатсене упрамалли, хатĕрлемелли ятарлă вырăнсем, кĕпе-тумтире çумалли,  пысăк бассейн хута янă. Канаш хулин администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Людмила Иванова республика Пуçлăхне хулара экономика лару-тăрăвĕ лайăхланса пыни çинчен пĕлтернĕ. «Промтрактор-Вагон» ОАО ĕç йĕркине килĕшсе çирĕплетнĕ. Предприятинче 2500 çын вăй хурать,  Канашри автоагрегат заводчĕ хушма заказсем те илнĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн смахĕнче Канаш хули федераллă хушма пулăшăва 200-300 млн. тенкĕ илме пултарасси пирки палăртнă. Тĕплĕнрех

 



02 октября 2013
14:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter