Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сывлăха çирĕплетме май паракан «Вега» центра çитсе килнĕ

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сусăрланнă тата аслă çулсенчи ватăсен сывлăхне çирĕплетме май паракан «Вега» центра çитсе килнĕ. Çулсерен кунта 1220 ĕçлемен пенсионерсем хăйсен сывлăхне çирĕплетме килеççĕ. Республика Пуçлăхĕ пухăннă  пенсионерсене вăрăм кун-çул çирĕп сывлăх суннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче кашни çул республика бюджетĕнчен ватăсен сывлăхне çирĕплетсе лайăхлатма укçа-тенкĕ уйăрнине асăннă. Пуçлăх, ветерансем хăйсен вăйне шеллемесĕр ырми-канми Раççей, Чăваш Енĕн общество тăнăçлăхĕшĕн тăрăшса ĕçленине палăртнă. Паянхи çамрăк ăрусен тĕп тĕллевĕ – аслă ăрури çынсен пурнăçĕ лайăх пултăр тесе, мĕн кирлине пĕтĕмпех туса çитересси. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова ватăсене тав сăмахĕ калланă май паянхи кун республикăра анлăн ĕçлекен социаллă пĕлтерĕшлĕ программăсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. Пĕр сехете яхăн тăсăлнă уçă калаçу самантĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев аслă ӳсĕмрисен, ĕç ветеранĕсен ыйтăвĕсем çине тĕплĕн хурав панă, хăш-пĕр ыйтăвĕсене хăйне валли ятарласа палăртса пынă. Тĕплĕнрех



02 октября 2013
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter