Михаил Игнатьев: «Хулари юлташ-тантăшĕсенчен ял ачисен нимĕнпе те уйрăлса тăмалла мар»

Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  ĕçлĕ визитпа Патăрьел районĕнче пулнă. Тутар Сăкăт ялĕнче республика Пуçлăхĕ Патăрьел районĕнчи  çĕнĕрен тунă «Тутар Сăкăтри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул» муниципалитетăн пĕтĕмĕшле вĕренӳ бюджет учреждение уçнă ятпа ирттернĕ пулăма хутшăннă.  Шкул хальхи пурнăçпа тан килĕшсе тăрать. Пысăк та çутă илемлĕ классем, спорт залĕ,  ачасене апатлантармалли ятарлă вырăнсем, шкула кĕнĕ тĕлтре сусăрланнă е айăпланнă çынсене кĕрсе тухма ятарлă пандус  çирĕплетнĕ.  Хушма çуртра шкул çулне çитмен  40 ача вырнаçтармаллăх вырăн хатĕрленĕ. Республика Пуçлăхĕ Патăрьелĕн çыннисене çак паллă пулăм ячĕпе саламланă май, ялти шкулсем хулари шкулсемпе танлаштарсан нимĕн чухлĕ те уйрăлса тăманни çинчен пĕлтернĕ. Хăш-пĕр уйрăм енсене илес пулсан, тепре чухне ытларах та савăнтарса тăраççĕ. «Паян ялсене хальхи пурнăçпа шай информаци технологисем килсе çитрĕç. Ялти ачасен хулари тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмалла мар», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Шкул директорĕ Хайдер Сабитов хăйĕн сăмахĕнче кăçалхи çул çĕнĕ вĕренӳ тапхăрĕнче  Тутар Сăкăт ялĕнчен 174 вĕренекен çӳренине, шкул çулне çитмен ачасене те пĕтĕмпех вырнаçтарма май килнине асăннă. Шкулта чĕлĕм туртакансем çукки çинчен пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев акăлчан, технологи урокĕсенче пулса курнă, хĕр ачасем ăсталанă çимĕçсемпе, ал ĕç ăстисемпе паллашнă. Унсăр пуçне Пуçлăх медицина пӳлĕмĕпе спорт зала кĕрсе тухнă, ачасемпе калаçнă. Концертсем лартмалли залра шкул ачисемпе артистсенчен йĕркеленĕ уяв концертне пăхнă. Республика Пуçлăхĕ ачасене лайăх вĕренме, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене итлеме, савăнтарма сĕннĕ. Тутар Сăкăтри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул Раççей Федерацийĕнчи чи лайăх шкулсем шутне кĕме те пултарни çинчен асăннă. Юлашкинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ уяв мероприяти ячĕпе асăнмаллăх шкул çывăхĕнче, кĕнĕ çĕртре чăрăш йывăç лартнă. Патăрьел салинче Михаил Игнатьев тăлăха юлнă ачасене çĕнĕ хваттерсен ключĕсене парса чысланă. Çĕнĕ çурта куçакансене саламланă май, Патăрьелĕн çыннисене ĕçчен халăх пулнишĕн, лартнă тĕллевсем патне тăрăшуллăн пынишĕн, патшалăхăн тĕлĕ программисемпе çителĕклĕ таранах укçа-тенкĕ тĕлĕ категорири çынсене пулăшма уйăрса пани çинчен палăртнă. Виçĕ хутлă 45 хваттерлĕ çуртра 15 хваттерне ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасене уйăрса панă, 3 хваттерне юрăхсăра тухнă çурт-йĕрсенчен çынсене куçарнă, 4 хваттерне вăрçă ветеранĕсене е тата вĕсен çемьисене, 2-шне çамрăк мăшăрсене валли уйăрнă.  Çак паллă кун Патăрьел салинче бизнес-инкубатор уçăлнă. Кунта ĕçлекенсем предпринимательсене пуçламĕш тапхăрта аталаннă вăхăтра пӳлĕмсене аренда шучĕпе тивĕçтерме палăртнă.  Предпринимательсене консультаци,  бухгалтер тата  юридици ĕçĕсене йĕркелеме пулăшĕç. «Пĕтĕм шайри влаç органĕсен тĕллевĕ – пĕр-пĕринпе ăмăртассине вăйлатмалла, пасарта  туянакан хăйне меллĕ туйччĕр тесессĕн», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Тин çеç хута кайнă бизнес-инкубатор республикăшăн çиччĕмĕш пулнине асăнса хăварнă. Вăл çавăн пекех предприниматель пулма çăмăл маррине,  пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлама тытăниччен питĕ шухăшласа та яваплăха туймаллине, ăнсăртран сиксе тухакан кăлтăксенчен  хăраса тăмалла маррине те палăртнă. Районти 1051,63 кв.м  бизнес-инкубатора хăпратса лартма пĕтĕмпе 37,3 млн тенкĕллĕх тăкакланнă.  Укçа-тенкĕне федераллă, республика, вырăнти бюджетран уйăрнă. Тĕплĕнрех



02 октября 2013
18:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter