Тĕллев - çынсене хăтлă хваттерпе тивĕçтересси

Правительство çуртĕнче РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна асăннă округăн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.

Михаил Викторович авари пулма пултаракан çуртсенче пурăнакансене хăтлă хваттерсене куçарма йышăннă программăна пурнăçлама федераци фондĕнчен субъектсене укçа пынă май тавлашуллă ыйту нумай пулни çинчен каларĕ.

Ятарлă программăна тата РФ Президенчĕн «РФ гражданĕсене йÿнĕ те хăтлă хваттерпе тивĕçтерес мерăсем тата çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу пахалăхне ÿстересси çинчен» Указне федерацин Атăлçи округĕн регионĕсенче епле пурнăçлани çинчен каласа пама Михаил Бабич Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева шаннă. Михаил Викторович унăн доклачĕпе тĕплĕн паллашни тата килĕшни çинчен пĕлтерчĕ.

- Патшалăх влаçĕн органĕсен умне юхăннă çурт-йĕр фондне пĕтермешкĕн комплекслă мерăсем йышăнма тĕллевсем лартнă, - терĕ Михаил Васильевич. - Федерацин Атăлçи округĕнче 29 млн та 800 пин çын 72 млн тăваткал метр йышăнакан япăх çуртсенче пурăнать /Раççей Федерацийĕнчи авари пулма пултаракан çурт-йĕрĕн мĕн пур лаптăкĕн 21%/.

Фондăн 77,8 процентне çеç пăрăх тăрăх пыракан шывпа тивĕçтернĕ, канализаципе - 77,7%, вĕри шывпа - 61,5%, çут çанталăк газĕпе - 85,7%.

Тутарстан, Удмурт, Чăваш республикисенче, Чул хулапа Ульяновск облаçĕсенче мониторингăн патшалăх информаци тытăмĕпе усă кураççĕ. Çакă ЖКХ ĕç-хĕлне лайăхлатма май парать. Çакнашкал тытăма çывăх вăхăтра Самар облаçĕпе Мари Эл та куçĕ.

Вун-вун çул каяллах тунă çуртсене вăхăтра юсаман пирки вĕсем çулсерен пахалăхне çухатса, япăхланса, нумайланса пынă. 2008-2012 çулсенче программăна пурнăçласа регионсенче 5,5 пин çуртра пурăннă 94 пин те 700 çыннăн пурнăç условийĕсене лайăхлатмашкăн 41,5 млрд тенкĕ тăкакланă. Фонд пĕлтернĕ тăрăх - 91800 çын /97%/ хăтлă хваттерсене куçнă. Ĕç малалла пырать, çак хăтлăха ыттисем те кĕтсе илеççех.

Иртнĕ çулсенче ку енĕпе чылай ĕç тунă пулсан та çынсене авари пулма пултаракан çуртсенчен куçарасси паян та чи малта тăракан тĕллев шутланать. Юхăннă тесе йышăннă нумай хваттерлĕ çуртсене 2017 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен йăлтах пĕтермелле, 4 çулта çынсен пурнăç условийĕсене тĕпрен лайăхлатмалла.

Регионсенче 183 пин те 200 çын пурăнакан 11600 япăх çурт вырăнне çĕннисене тăвĕç. Çак ĕçе пурнăçлама 83 млрд тенкĕ кирлĕ.

Кăçал унашкал 14 пин çурт çĕклеме палăртнă, 12 пинĕшне программăна кĕртнĕ. Субъектсенче мĕн пур лаптăка шута илес ĕç малалла пырать. Экспертсем çавна май усă курмалли кĕмĕл калăпăшĕ ÿсессе палăртаççĕ.

Федераци регионсене укçа-тенкĕ калăпăшĕн 58,2% тивĕçтерет. Чи нумаййи - Пермь крайĕпе Тутарстан Республикине тивет. Мордвапа Мари Эле - пуринчен те сахалрах /45,5%, 44%/. Ыттине вырăнта тупмалла.

Ларура йывăрлăхсене çăмăллатмалли майсене те палăртрĕç. Хăш-пĕр регионта бюджета кĕмен çăл куçсене шыраççĕ, инвестици килĕшĕвĕсем тăваççĕ, йÿнĕрех хакпа çĕр туянма аукционсем ирттереççĕ.

 Валентин ГРИГОРЬЕВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
02 октября 2013
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter