Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн 2013 çулхи 9 уйăхри ĕçĕн малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Владимир Аврелькин республикăн 2013 çулхи 9 уйăхри малтанласа тунă ĕç кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Палăртнă тапхăрта  457,8 пин кв.м çурт-йĕр хута янă - 105,1%, пĕлтĕр 2012 çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан. 2013 çулăн авăн уйăхĕн кăтартăвĕсемпе, пĕлтĕрхи тапхăрпа илсен -  174,5%. (ПФО – виççĕмĕш вырăн). Кăçалхи çул кăрлач уйăхĕнчен пуçласа авăн уйăхĕччен промышленноç производствин индексĕ 90,4 процентпа танлашать. Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх, республикăн промышленноç тытăмĕнче çулталăк пĕтнĕ тĕле лайăх кăтартусем пулнине палăрнă, промпроизводства  индексĕн хакĕпе илсен 99 -100 процента çитнĕ. Авăн уйăхĕнче 2013 çулта 2012 çулхи раштав уйăхĕпе пăхсан Чăваш Республикинче инфляци 5 процента çитнĕ. (Раççейĕпе - 4,7 процент). Суту-илӳ апат-çимĕç таварĕсем 4,3% таран ӳснĕ. (Раççейре – 4,4%), ытти таварсем -3,2% (Раççейре -3,3%), пулăшу илессин  хакĕсем 9,6% (Роççейĕпе -7,3%) таран ӳснĕ. Пуринчен те ытларах юридици, транспорт, медицина пулăшăвĕсем илесси хакланнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова палăртнă кăтарту коммерциллĕ медицина пулăшăвĕ парасси хăвăртах ӳссе кайнине пула тесе ăнлантарса панă. Вĕсен уйăрнă пайĕ пĕтĕмĕшле медицина шайĕпе илес пулсан çав териях пысăках мар тесе асăнса хăварнă. Тепĕр тесен ку кăтартусене илес пулсан та ПФОри хаксемпе танлаштарсан пур-пĕрех пĕчĕк пулнине палăртнă. Михаил Игнатьев хаксем ӳснин сăлтавĕсене пула Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пурнăç условийĕсен шайне мĕн чухлĕ тăкак кӳни çинчен уçăмлатса пама хушса хăварнă. Ял хуçалăх таварĕсене пуçтарса илессипе производство калăпăшĕ 9 уйăхра 87,5 процентпа танлашнă, хуçалăхсенче ку енĕпе кăтарту пĕчĕк пулни  кăçалхи йĕпе çанталăка пула, уй-хир ĕçĕсем вăраха тăсăлса кайнипе çыхăннине палăртнă пухăннисем. Паянхи куна республикăри уй-хирсенчен çĕр улмине 90 процент таран пуçтарса илнине асăннă.  Пахча-çимĕçе пухас ĕç малалла пырать.  Ĕç укçин уйăхри шутласа панă вăтам виçи кăрлач-çурла уйăхĕсенче 18711,7 тенкĕпе танлашнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан çак вăхăтри кăтартăва илес пулсан 6,8 процент чухлĕ ӳснĕ. (ПФО регионсемпе пăхсан Чăваш Енри ĕç укçисен парăмĕн кăтартăвĕ чи пĕчĕккисен шутĕнче). Михаил Игнатьев ку тытăмра яланах тимлĕх уйăрма кирлине палăртнă. Ултавлă майпа шалу укçисене тивĕçтерессин тĕслĕхĕсене çивĕч тĕрĕслесех тăмаллине каланă. Вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсенче шыв-урпа çыхăннă инкексен тĕслĕхĕсемпе Чăваш Енри ГКЧС ертӳçи Вениамин Петров тĕплĕн чарăнса тăнă. 2013 çул юпа уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне республикăра шывра инкек пулнă 58 тĕслĕхе шута илнĕ, ăна пула 53 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, çав шутрах пĕвесенче пулă тытнă самантсенче асăрхануллă пулманшăн, асăрхаттару правилисене пăхăнманшăн 8 çын вилнĕ. Юлашки инкеке 2013 çулта юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче шута илнĕ. Инкек Шупашкар районĕнче пулса иртнĕ, 4 пулăç ларнă кимĕ çаврăнса ӳкнĕ, пĕр пулăçи путса вилнĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ юр ӳксен пĕрремĕш пăр шăнсанах, пулăçсене шыва каяссинчен çирĕп асăрхаттарма кирлине асăннă. Ытларах çынсемпе хăйсемпе тĕл пулса калаçмалла, тепре чухне массăлла информаци хатĕрĕсемпе те тăтăшах усă курни инкексем пулассинчен сирсе хăварнине палăртнă. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсене ирттерме хатĕрленнĕ ĕçсем çинчен каласа кăтартнă. Мероприятисенче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, инвестицин потенциалĕ, промышленноç тытăмĕн çитĕнĕвĕсем, ял хуçалăхĕ, сывлăх сыхлавĕ, вĕренӳ, социаллă политика, физкультурăпа спорт çитĕнĕвĕсен кăтартăвĕсене тишкерме палăртнă, ӳнер экспозицийĕсене Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш халăх художникĕ Праски Вити (Виталий Петрович Петров) йĕркелĕ.  Канашлу вĕçленнĕ май, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников «Чăваш Ен - ДЮСШ» футбол команди, республика Пуçлăхĕ тата Правительстви пулăшнипе РФ чемпионачĕн 3-мĕш дивизионĕнче çак сезонра тупăшăва пуçласа тухнăскер, ăмăртусем вĕçлениччен пĕр тур маларахах 3-мĕш вырăн çĕнсе илни пирки пĕлтернĕ. Çак командăра республикăри спорт шкулĕсенче ăсталăха туптакансем кăна. Михаил Игнатьев футболистсене çитĕнӳ тунă ятпа саламланă. «Вĕсемпе тĕл пулăпăр. Футбол уйĕнче» - шантарнă Пуçлăх.



21 октября 2013
16:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter