ПФОра спорт туризмне аталантарассипе йĕркене кĕртсе ĕçлесе пырĕç

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  Михаил Бабичпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, 2013 çулта юпа уйăхĕн 1-мĕшĕпе 6-мĕш кунĕсенче Сочире иртнĕ спорт фестивалĕнче çĕнсе илнĕ пирĕн республикăн ушкăнĕпе курнăçнă.   Михаил Бабич Чăваш Ен спортсменĕсене спортра  пысăк çитĕнӳсем тунă ятпа саламланă. Сумлă хăна фестивалĕн 10 чи лайăх участникĕсем шутне 6 ушкăн кĕнине асăннă, вĕсем Атăлçи федераллă округри регионсенчен пулнă. Вăл çавăн пекех 2014 çултан пуçласа спорт туризмне аталантарассипе çирĕп йĕркепе пулса пырассине асăннă, ку енĕпе спорт ăмăртăвĕсене ирттересси çине тимлăх уйăрассине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче спортпа туслашни çамрăксемшĕн çĕнтерӳ патне талпăнма вăй кӳнине асăннă, çамрăксен характерĕ çирĕпленет, патриотизм туйăмĕ вăйланса пынине каланă. Асăннă ушкăн ĕçĕсемпе «ЮНИТЭКС» ачасене хушма пĕлӳ паракан учрежденийĕнче вăй хуракан аслă методисчĕ  Зинаида Филимоненко тĕплĕн паллаштарнă. Спорт туризĕмĕн ĕçченĕсем çамрăксене кирлĕ пек пысăк шайра хатĕрлесе çитерни çинчен каласа хăварнă. Атăлçи федераллă округри туризм проекта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  Михаил Бабич пуçарса янине палăртнă. Чăваш Енри спорт туризĕмĕн аталанăвĕн çул-йĕрĕсемпе тата пуласлăхĕ çинчен  Чăваш Республикин Раççейри  спорт туризмĕн президенчĕ Владимир Атачкин тĕплĕн паллаштарнă.  Тĕл пулăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Бабич çĕр-шывра массăлла спорта, туризма  аталантарассине çине пысăк  тимлĕх уйăрма сĕннĕ. Ку ĕçсенче çамрăксене ытларах явăçтарма кирлине асăннă. Сочире хутшăннă спортсменсем Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ  Михаил Бабичпа Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева асăнмалăх парне парса саламланă. Тĕплĕнрех

 



21 октября 2013
09:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter