Туçи Çармăсри тĕп шкулта Мĕтри Кипекĕн юбилейне халалланă уяв

Мĕтри Кипек – Вăрнар ен мухтавĕ, Тимĕрçкасси çăлтăрĕ, воин, писатель, чăн-чăн çын. Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче пирĕн ентешĕмĕр, чаплă та пултаруллă çыннăмăр çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче вара Туçи Çармăсри тĕп шкулта Мĕтри Кипекĕн юбилейне халалланă уяв иртрĕ. Уяв хăнисем: тăванĕсем, В.П.Никитин (Станьял), Ю.Сементер, Ю.А.Силэм, С.Отрыванов, К.Осокина, Д.Кузнецов, С.И.Васильев (Саманташ), В.Громова, Н.Г.Иванова, Н.П.Ишентей, А.Енейкин – чăваш халăхĕн паллă поэт-писателĕ, композитор-артисчĕ, ăсчахĕ, радио-телевидени ĕçченĕ, районти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем, ялти сумлă çынсем, районти тĕрлĕ шкул вĕренекенĕсем т.ыт. те. Хăнасем пĕрин хыççăн тепри Мĕтри Кипек пултарулăхĕ, çынлăхĕ, чунлăхĕ çинчен кала-кала пачĕç, тĕрлĕ хайлаври сыпăксене янраттарчĕç, çыравçăн тĕрлĕ темăпа çырнă тĕслĕхĕсене çутатрĕç. Вĕренекенсен тата вĕрентекенсен юрри-ташши пухăннисене тыткăнларĕ. Çăкăр-тăварпа кĕтсе илсе, ăш-пиллĕн хăналаса ырă кăмăлпа ăсатрĕ Туçи Çармăс шкулĕ хăнасене. Уявра пулнисем вара шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсене чĕререн тав турĕç, ăнăçусем, çитĕнÿсем сунчĕç. 



21 октября 2013
10:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter