Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи ТПП президенчĕпе Игорь Кустаринпа тĕл пулнă

Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри Суту-илӳпе промышленноç палатин президенчĕпе Игорь Кустаринпа тĕл пулнă. Калаçу вăхăтĕнче республика экономикин кулленхи лару-тăрăвне, пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕн çул-йĕрне, Раççей ВТО кĕнĕ хыççăн тĕл пулакан предпринимательсен ĕçĕсенчи çĕнĕллĕхсене  сӳтсе явнă. Михаил Игнатьев Чăваш Енри ĕç тăвакан влаç олрганĕсемшĕн предприниматель пĕрлешĕвĕсенчен каялла таврăнакан çыхăнăвăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине асăннă. «Пирĕн пĕлсе тăмалла, эпир тĕрĕс çул-йĕрпе пыратпăр е çук, кирлĕ пулсан мĕнле йышăнусем тумалла. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтернин кăтартăвĕсене илес пулсан, эпир юлашки 4 çул хушшинче 2013 çул кăтартăвĕсемпе пĕрле, вĕсене  1,25 млрд тенкĕллĕх пулăшу кӳнине палăртнă. Лару-тăру ку тытăмра çав-çавах кăткăс. Тĕрлĕ ыйтусем çуралаççĕ – паян вĕсене ăçта тата мĕнлерех преференцисем кирлĕ», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Игорь Кустарин Михаил Игнатьева бизнес-пĕрлешĕвĕсен йывăрлăхĕсене татса пама витĕм кӳнишĕн тав сăмахĕ каланă. Чăваш Енре Правительство йышăнăвĕсем тума куллен предпринимательсем хутшăннине те асăннă. «Малтанласах кун пекки пулман. Пиллĕк çул каялла илес пулсан, ытларах харпăр хăй паллашнă çыхăнусем урлă çеç ĕç пурнăçланса пынă», - тесе уçăмлатнă хăй шухăшне Суту-илӳпе промышленноç палатин президенчĕ. Вăл çавăн пекех нумаях пулмасть ĕçлĕ визитпа Чехипе Словакире пулни çинчен пĕлтернĕ. Унта вăл экономика форумĕсемпе ял хуçалăх куравĕсенче пулнă. Игорь Кустаринăн шухăшĕпе пирĕн патра ăсталаса кăларакан ял хуçалăх таварĕсем ют çĕр-шывра туса кăларакан таварсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăманнине палăртнă. Çапах та пирĕн предпринимательсен хăйсен таварĕсене ытларах Хĕвел  анăçпе тата Хĕвел тухăç Европа рынокне кăларма тăрăшмаллине каланă, вĕсен технологине тĕпчесе пурнăçа кĕртме тăрăшмаллине асăннă. Михаил Игнатьев активлă та пуçаруллă предпринимательсене малашне те патшалăх пулăшăвĕсем парса тивĕçтерессине çирĕплетсех каланă. «Хăçан та хăçан ют çĕр-шыври тĕслĕхсем ăнăçлă пурнăçланас пулсан, ĕç-пуç тата та лайăхрах аталанса кайĕ»,- тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



22 октября 2013
14:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter