Тăвай районĕн бюджечĕн тупăш пайне пурнăçлассине пысăк тимлĕх уйăрнă

Район администрацийĕнчи октябрĕн 21-мĕшĕнчи эрнелĕх ĕç планеркинче яланхи пекех иртнĕ эрнери ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнĕ тата малашлăх тапхăр задачисене палăртнă.

Планеркăра Тăвай районĕн бюджечĕн тупăш пайне пурнăçлассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Районсем хушшинчи налук инспекцийĕн пай начальникĕ Валентина Алексеева пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне пур шайри бюджетсене 48610 пин, çав шутран районти бюджета 32404 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ, çакă 108,6 процентпа (2012 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчи шайăн 74,2 проценчĕпе) танлашать, çав шутра физически лицосен тупăшĕ çине хуракан налук – 25242 пин тенкĕ (2012 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчи шайăн 117,5 проценчĕ чухлĕ).

Тăвай районĕпе 2013 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне физически лицосен пурлăх налукĕсен парăмĕн сумми 392 пин тенкĕ шутланать, çав шутра физически лицосен пурлăх налукĕ – 26 пин, çĕр налукĕ – 105 пин, транспорт налукĕ – 261 пин тенкĕ.

Çĕр улми пухса кĕртессине вĕçлес енĕпе ыйту çивĕч тăрать. Октябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне ăна пурĕ 262 гектар çинчен е мĕн пур лаптăкăн 96,3 процентне кăларса тухнă. Тепĕр 10 гектар çинчен пухса кĕртмелле, анчах кĕрхи çумăрсем вăйлă чăрмав кÿреççĕ, техникăна ĕçлеме памаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин пĕлтернĕ тăрăх, районта ял хуçалăхĕнче тата ĕçлесе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне 2013 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнче уявлаççĕ.

Нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсене тĕп юсав тăвасси те паянхи кун актуаллă пулса тăрать. Администраци пуçлăхĕн çумĕ – строительство, çул-йĕр тата ЖКХ пайĕн начальникĕ Анатолий Алексеев каланă тăрăх, пуçланă объектсенче ĕçсем графикпе пыраççĕ. Ленин проспектĕнчи 39-мĕш номерлĕ çурт çивиттине улăштарас ыйтăва вара хальлĕхе татса парайман-ха.

Планеркăра ятарлă службăсен ĕçĕсем çинчен районти полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова, пушар надзор ĕçĕн пай начальникĕ Владимир Михайлов информацисем туса панă. “Аль” физкультурăпа спорт комплексне çынсем мĕнле çÿренипе унăн директорĕ Анатолий Кириллов паллаштарнă, октябрĕн 15–20-мĕшĕсенчи тапхăрта комплекса 387 çын пынă, çав шутра бассейна – 279, тренажер залне – 96, теннисла выляма – 12 çын.

Планеркăра район аталанăвĕпе çыхăннă ытти хăш-пĕр ыйтусене те сÿтсе явнă.

Г.ЕГОРОВА.



22 октября 2013
09:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter