Спорт туризмĕ аталантăр

РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочилле представителĕ Михаил Бабич тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри спорт туризмĕн фестивалĕн çĕнтерÿçисемпе тĕл пулчĕç.

Сăлтавĕ пирĕн спортсменсем çĕр-шыв ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннинче кăна мар: федерацин Атăлçи округĕнче, çавăн пекех Чăваш Енре, туризма аталантарассипе чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Спорт туризмĕ çинчен калаçрĕç те тĕл пулура.

«Çамрăксемпе тĕл пулма эпĕ яланах хавас, çĕнтерÿçĕсемпе курса калаçма пушшех кăмăллă, - терĕ Михаил Викторович. - Ăмăртăва хутшăннă 14 командăран 6-шĕ Атăлçи округĕнчи регионсенчен пулни, вĕсем чи лайăххисен йышне кĕни мăнаçлантарать. Апла пулсан пирĕн ĕç курăмлă. Пирĕн округра туризма аталантарасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри, ку енĕпе темиçе проект пурнăçланать. Чăваш Республики чылайăшне хастар хутшăнать, сирĕн çитĕнĕвĕрсем те пысăк, çакна юлашки çĕнтерÿ те çирĕплетет». Сумлă хăна çавăн пекех 2014 çултан спорт туризмне аталантарас тытăма вăйлатассине, шкулсенче тата институт-техникумра уйрăм секцисем йĕркелессине палăртрĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спортсменсене республика чысне тивĕçлĕн хÿтĕленĕшĕн тав турĕ. «Сирĕн çитĕнĕвĕр спорт кун-çулĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Пире малашне те пысăк çĕнтерÿсемпе савăнтарасса шанатăп. Спорт туризмĕпе туслă çын пур енĕпе те пултаруллă, кашни ĕçре маттур, нимĕнле йывăрлăхран та хăрамасть. Вăл - тăван çĕр-шывăн чăн-чăн патриочĕ», - терĕ вăл.

Тĕл пулура Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командин ертÿçи, ачасене хушма пĕлÿ паракан «ЮНИТЕКС» центрĕн аслă методисчĕ Зинаида Филимоненко Сочие мĕнле кайса килни çинчен каласа пачĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - йывăрлăх чылай пулнă, спортсменсене уйăрмах çумăрлă çанталăк кансĕрленĕ. «Пур пĕр пирĕн ентешсем нихăш ăмăртура çухалса каймарĕç, хăйсене тивĕçлĕ тытрĕç, пур йывăрлăха çĕнтерсе малалла талпăнчĕç», - хавасланчĕ çамрăк ертÿçĕ. Чăваш патшалăх университечĕн студенткишĕн Марина Афанасьевăшăн вара йĕпе-сапа пĕрре те чăрмав пулман. «Чăн-чăн тупăшу», - терĕ спорт ориентировкин ăмăртăвĕнче пĕрремĕш тухнă пике.

ЧР спорт туризмĕн федерацийĕн президенчĕ Владимир Атачкин республикăри туризм аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Унăн калаçăвĕнчен эпир çакна пĕлтĕмĕр: пирĕн республикăра спорт туризмĕпе 3000 яхăн çын кăсăкланать иккен. 2011 çултанпа Чăваш Енре шкул ачисен «Туриада» ăмăртăвĕ, тĕрлĕ чемпионат иртет. Пĕлтĕр «Эпĕ туризма суйлатăп» проект пурнăçланма тытăннă, çавăнпа малашне спорт туризмĕ енĕпе 12 турнир йĕркелеме палăртаççĕ.

Пĕтĕм Раççейри фестиваль çĕнтерÿçисем Михаил Бабич полпреда спорт туризмне аталантарассипе тĕрлĕ сĕнÿ пачĕç. Сăмахран, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студентне Сергей Петрова аслă шкулсенче туризм секцийĕ сахал пулни пăшăрхантарать, çавăнпа кашни институт-университетра ятарлă клубсем йĕркелеме сĕнчĕ. Çĕнĕ Шупашкар каччи Андрей Львов пултаруллисене ятарлă грантсемпе хавхалантарни пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕ. Командăн аслă тренерĕ Андрей Ширшов пирĕн çĕр-шывра спорт туризмĕпе интересленекенсен шайĕ совет тапхăрĕнчи пек 12 млн çын пуласса шанать.

Тĕл пулу вĕçĕнче РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочилле представителĕ Михаил Бабич массăллă спорта, уйрăмах туризма, аталантарас енĕпе пурте пĕрле вăй хурса ĕçлемелле тесе пĕтĕмлетрĕ. Спортсменсем Михаил Бабичпа Михаил Игнатьева ылтăн карабинпа алла çыхмалли талисман парнелерĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
22 октября 2013
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter