Вăрнар районĕ: нумай ачаллă çемьесен йышĕ ÿссе пырать

Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ирттернĕ планеркăна хальхинче те уйри ĕçсенчен пуçланă. Шел те, хальлĕхе районĕпе тата 136 гектар çинчен çĕр улми пухса илмелле. Вăрнарти аш-какай комбиначĕ вырсарни кун кукурузăна 240 тонна тĕшĕленĕ. Йĕпе çанталăк тăнăран пысăк грузлă машинăсем уйсене кĕреймеççĕ.

Октябрĕн 1-мĕшĕнче кĕрхи призыв пуçланнă. Вăл мĕнле иртнипе Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенчи çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ Владимир Венедиктов паллаштарнă. Районтан ку призывпа 62 çамрăкăн çар ретне тăмалла. Ноябрĕн 6-мĕшĕнче пĕрремĕш партие ăсатĕç. Кăçал призывниксене пуçласа район тĕп больницинче тĕрĕслев витĕр кăларнă.

Шел те, районта çартан тарса çÿрекенсем чылаййăн. Сăмахран, кăçал призыв мероприяийĕсем витĕр 488 çыннăн тухмалла пулнă, анчах вĕсенчен 219-шĕ кăна çар комиссариатне килнĕ. Тĕрĕссипе, комиссариата çара каякансен кăна мар, справка тăратмаллисен, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмаллисен тата ыттисен те килмелле пулнă. Тарса çÿрекенсен йышĕнче сывлăх енчен çара юрăхлă маррисем те пур, çавăнпа та вĕсене çар билечĕсене параймаççĕ. Çартан пăрăнакансенчен çурри ытларахăшĕ – 1986–1987 çулсенче çуралнисем. Владимир Венедиктов йĕрке хуралçисене çакнашкал «таркăнсене» тупма пулăшма ыйтнă.

Халăха социаллă пулăшу парасси пирки ку енĕпе ĕçлекен районти пай пуçлăхĕ Ирина Смолина каласа кăтартнă. Тăхăр уйăхра «Ветерансем çинчен» федераллă саккуна пурнăçлама 33,5 миллион тенкĕ ытла хывнă. Районта уйрăмах инвалидсене (пĕтĕмпе 2468-ăн) пулăшасси пысăк тимлĕхре. Пĕтĕмĕшле чире пула сусăрланнă çынсене ЖКХ тивĕçтерĕвĕсене тÿлеме пĕр хутчен паракан тÿлевпе 17 миллион ытларах тенкĕлĕх пулăшнă. Раççейĕн хисеплĕ донорĕсене (районта 65-ĕн) уйăхсерен 928 тенкĕ парса тăраççĕ.

Çулталăк çурăччен ача пăхнăшăн 480-ăн социаллă пулăшу илсе тăраççĕ, уйăхсерен паракан ача пособине – 2987-ĕн. Нумай ачаллă çемьесен йышĕ ÿссе пырать, районта пĕтĕмпе 548. Тăхăр уйăхра республика паракан 100 пин тенкĕлĕх амăшĕн капиталне илме 66-ăн заявлени çырса панă.

Шел те, синкерлĕ пулăмсем те тĕл пулаççĕ. Район тĕп больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере районта çулталăкченхи пĕр ача вилнĕ. Ку çемье унччен те ведомствăсем хушшинчи асăрхавра тăнă. Икĕ уйăхри пепкине амăшĕ Шуркасси Ишек ялĕнче кÿршипе хăварнă, хăй урăх района хăнана кайнă. Малтанласа шутланă тăрăх – ача чыхăнса вилнĕ.

Тепĕр инкек çинчен шалти ĕçсен районти пайĕн кадрсемпе ĕçлекен помощникĕ Лилия Забирова пĕлтернĕ – вырсарни кун каçхине район больницин реанимаци уйрăмĕнче çĕçĕпе чиксе суранланнă хĕрарăм, Калининăра пурăннăскер, вилсе кайнă.

Л.ИВАНОВА.



23 октября 2013
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter